Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w20 июль 31 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир «священниксен патшалӑхӗ» пулатӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иегова ҫӗнӗ килӗшӳ хывасси пирки малтанах каласа хунӑ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма май пуррине хаклӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
w20 июль 31 с.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иисус хӑҫан Чи Аслӑ Священник пулса тӑнӑ тата ҫӗнӗ килӗшӳ хӑҫан вӑя кӗнӗ?

Иисус пирӗн эрӑри 29 ҫулта, шыва кӗрсен, Чи Аслӑ Священник пулса тӑнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Шыва кӗнипе Иисус сӑнарлӑ парне вырӑнӗ ҫинче хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пама хатӗр пулнине кӑтартнӑ. Парне вырӑнӗ вара Туррӑн ирӗкне пӗлтерет (Гал. 1:3, 4; Евр. 10:5—10). Ҫак сӑнарлӑ парне вырӑнӗ Иисус шыва кӗнӗренпе тӑрать. Парне вырӑнӗ храмра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ, ҫавӑнпа та Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сӑнарлӑ храм та йӗркеленнӗ пулас. Сӑнарлӑ храм вӑл — Иегова хунӑ йӗрке, ҫак йӗрке ҫынсене Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула Турра тӗрӗс пуҫҫапма май парать (Матф. 3:16, 17; Евр. 5:4—6).

Сӑнарлӑ храмра аслӑ священникӑн ӗҫлесе тӑмалла. Иегова Иисуса «Таса Сывлӑш та, хӑват та» парса ӑна Чи Аслӑ Священник пулма лартнӑ (Ап. ӗҫ. 10:37, 38; Марк 1:9—11). Иисус хӑй виличченех тата чӗрӗлсе тӑричченех Чи Аслӑ Священник пулса тӑнӑ тесе мӗншӗн ҫирӗп калама пулать? Айтӑр Аарон тата ун хыҫҫӑн ӗҫлесе тӑнӑ аслӑ священниксен тӗслӗхӗ ҫинчен шутласа пӑхар.

Моисей саккунӗ тӑрӑх сӑваплӑ чатӑрӑн (каярах храмӑн) Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне аслӑ священник ҫеҫ кӗме пултарнӑ. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме сӑваплӑ пӳлӗмрен чаршав уйӑрса тӑнӑ. Аслӑ священник чаршав хыҫне Тасалмалли кун анчах кӗнӗ (Евр. 9:1—3, 6, 7). Аарон та, унӑн хыҫҫӑнхи ытти священник та, сӑваплӑ чатӑрти чаршав хыҫне аслӑ священник пулса тӑрсан кӑна кӗме пултарнӑ. Апла пулсан Иисусӑн виличчен тата «чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ» пӗлӗте хӑпариччен Чи Аслӑ Священник пулса тӑмалла пулнӑ (Евр. 10:20). Акӑ мӗншӗн Павел апостол Христос чи Аслӑ Священник пек килнӗ тесе, кайран вара «алӑпа туман, пысӑк, пит лайӑх кӗлӗ чатӑрӗ витӗр пырса» пӗлӗт ӑшнех кӗнӗ тесе ҫырнӑ (Евр. 9:11, 24, ҪС).

Ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗтӗр тесе виҫӗ утӑм тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, Иисусӑн пӗлӗте хӑпарса Иегова умне тӑмалла пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, унӑн Иеговӑна хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗн хакне тӳлемелле пулнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, Иеговӑн Иисусӑн парнине йышӑнмалла пулнӑ.

Иегова Иисусӑн парнине хӑш вӑхӑтра йышӑнни пирки Библире нимӗн те каламан. Апла, ҫӗнӗ килӗшӳ хӑҫан вӑя кӗнине эпир тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр. Анчах та Иисус Аллӑмӗш кун уявӗччен вунӑ кун маларах пӗлӗте хӑпарнине эпир пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 1:3). Апла пулсан, шӑп ҫав кӗске вӑхӑт хушшинче Иисус хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗн хакне Иеговӑна панӑ тата Иегова ҫак парнене йышӑннӑ (Евр. 9:12). Ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗни Аллӑмӗш кун уявӗнче мӗн пулса тухнинчен уҫҫӑн курӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4, 32, 33). Вара ҫав килӗшӳ вӑя кӗни пирки пӗр иккӗленӳ те юлман.

Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫӗнӗ килӗшӗве Чи Аслӑ Священник урлӑ, Иисус урлӑ, тунӑ. Иисус вилнӗ, чӗрӗлсе тӑнӑ тата тӳпене хӑпарнӑ. Унта вӑл хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗн хакне Иеговӑна панӑ, кӑшт каярах вара хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш антарнӑ. Ҫапла вара ҫак килӗшӳ вӑя кӗнӗ (Евр. 7:25; 8:1—3, 6; 9:13—15).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр