Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb26 май 5—16 с.
  • Майӑн 18—24

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Майӑн 18—24
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2026
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2026
mwb26 май 5—16 с.

МАЙӐН 18—24

ИСАИЯ 62—64

44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Чӳлмекҫӗ аллисемпе тӑмран савӑт тӑвать.

1. Юратакан тата хӗрхенекен Чӳлмекҫӗ

(10 мин.)

Эпир асапланнӑ чухне, хамӑр йӑнӑш тунине пула асапланнӑ чухне те, Иегова пире хӗрхенет (Ис 63:9; w24.01 4—5 с., 9 абз.).

Хамӑр йӑнӑш тунине пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсенчен Иегова пире хӳтӗлемест пулсан та, вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать (w23.08 28—29 с., 8, 9 абз.).

Эпир Иеговӑна хамӑра калӑплама ирӗк паратпӑр пулсан, уншӑн хаклӑ пулса тӑратпӑр (Ис 64:8; w13 9/15 19—20 с., 15—17 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Ис 62:7. Ҫине тӑрсах кӗлтумаллине Исаийӑн сӑмахӗсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (w22.11 10 с., 7 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Ис 64:4—12 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна мӗн интереслентернине ӑнланма тӑрӑш. Унпа тепре тӗл пулма калаҫса татӑл (lmd 1 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен пӗр-пӗр видео ҫине тимлеттер (lmd 9 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 254 с., «Эпӗ пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма хатӗр-и?» рамка. Рамкӑна сӳтсе явнӑ чухне Библи вӗренекене шыва кӗмен хыпарҫӑ пулма тӗллев лартма пулӑш (lmd 12 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

115-мӗш юрӑ

7. Инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленӗр. Кирек мӗн сиксе тухас пулсан та хатӗр пулӑр

(15 мин.) Сӳтсе явни. Старейшина ирттерет. Инкеклӗ вӑхӑтра мӗн-мӗн тумалли пирки филиал е старейшинӑсен совечӗ хушусем панӑ пулсан, ҫавсене аса илтер.

Ҫутҫанталӑк инкекӗ ҫинчен асӑрхаттаракан паллӑсене кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) цунами; 2) ҫӗр чӗтренни; 3) торнадо; 4) вулкан сирпӗнни; 5) вӑрман ҫунни.

Тӗрлӗ инкексем, ҫав шутрах терактсемпе халӑх пӑлханни, кӗтмен ҫӗртен тата кирек ӑҫта та сиксе тухма пултараҫҫӗ (Ек 9:11). Эсир пурӑнакан вырӑнта ҫутҫанталӑк инкекӗсем сайра-хутра ҫеҫ пулаҫҫӗ пулин те, маларах хатӗрленни ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ (Ыт 22:3). Ҫавна мӗнле тумалла?

  • Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта асӑрхануллӑ пулӑр. Уйрӑмах нумай ҫын пуҫтарӑнакан вырӑнсенче тухмалли запас алӑксем ӑҫта вырнаҫнине курма тӑрӑшӑр.

  • Инкеклӗ вӑхӑтра кирлӗ пулма пултаракан япаласене рюкзакаa чиксе хурӑр тата унта мӗн пуррине тӗрӗслесе тӑрӑр. Ҫавӑн пекех килте запасра апат-ҫимӗҫ тата малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене тытӑр. Инкек сиксе тухсан мӗн тумаллине тата ӑҫта каймаллине маларах шутласа хурӑр. Килтисемпе тата туссемпе ҫыхӑнма пулӑшакан информацие хатӗрлесе хурӑр (g17.5-U, 4 с.).

ВИДЕО кӑтарт: «Инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленӗр. Кирек мӗн сиксе тухас пулсан та хатӗр пулӑр». Унтан ыйтусем пар:

  • Инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленмелли ҫинчен илтсенех тӑвансен мӗнле шухӑшсем пулнӑ?

  • Хатӗр пулас тесе вӗсем мӗн-мӗн тунӑ?

  • Иегова вӗсене вӑй хунӑшӑн мӗнле пилленӗ?

  • Хӑйсемпе мӗн пулса иртнинчен вӗсем мӗне вӗреннӗ?

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Эпӗ инкеклӗ вӑхӑта хатӗр пулнипе пулманни Иеговӑна хисепленипе мӗнле ҫыхӑннӑ?»

ТӖЛЛЕВ: ку эрнере халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта пулнӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Чи ҫывӑх запас алӑк ӑҫта вырнаҫнӑ?»

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) lfb 86 урок, 13 пайӗнчи малтанхи сӑмахсем тата 87 урок

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 151-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

a 2017 ҫулта тухнӑ «Вӑранӑр!» журналӑн (выр.) 5-мӗш номерӗнчи «Есть ли у вас тревожный чемоданчик?» рамкӑна пӑхӑр, 6-мӗш страница.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр