АПРЕЛӖН 27 — МАЙӐН 3
ИСАИЯ 56, 57
12-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Иегова пирӗн Турӑ пулнишӗн эпир телейлӗ
(10 мин.)
Йӗрӗхсем хӑйсене пулӑшма ыйтакансене ҫӑлма пултараймаҫҫӗ (Ис 57:13, ҪТ; ip-2-U 269—270 с., 14—16 абз.).
Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсен канӑҫлӑх ҫук тата вӗсен хушшинче пӗрлӗх ҫук (Ис 57:20; w18.06 7 с., 16 абз.).
«Ҫылӑхлисемшӗн канӑҫлӑх ҫук» (Ис 57:21).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иеговӑпа туслӑ пулни манӑн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатрӗ?»
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Ис 57:15. Мӗскӗнсемпе хурлӑх тӳсекенсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (w21.07 23 с.,11 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Ис 56:4—12 (th 5 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Нумаях пулмасть тӗлпулура хӑв мӗн пӗлни ҫинчен ҫынна каласа пар (lmd 2 урок, 4 пункт).
5. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр
(5 мин.) Доклад. ijwbq 90 статья. Тема: «Турра ӗненекен ҫыннӑн тӗн организацийӗнче пулмалла-и?» (th 16 урок).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
(4 мин.) lff 19 урок, 4 пункт (lmd 11 урок, 3 пункт).
58-мӗш юрӑ
7. Иегова ҫинчен каласа пама ан пӑрахӑр
(15 мин.) Сӳтсе явни.
Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем шанӑҫа тивӗҫлӗ канашсене ӑҫта тупмаллине пӗлмеҫҫӗ, вӗсен чӑннипех телейлӗ тӑвакан тӗллевсем ҫук тата вӗсен шанчӑк ҫук. Анчах вӗсенчен нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара, ҫак хыпар хӑйсене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшламасӑрах, итлемест. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫакӑн пек ҫынсене тӗл пулсан ал усмалла маррине кӑтартакан темиҫе сӑлтава пӑхса тухар (Ек 11:6).
Ҫынсем пурӑнма тепӗр вырӑна куҫса каяҫҫӗ. Тен, ырӑ хыпара итлемен ҫынсем куҫса каяҫҫӗ, куҫса килнисем вара пире итлесшӗн пулӗҫ.
Алӑка кам та пулин урӑххи уҫать. Сӑмахран, алӑка кил хуҫин ватӑ ашшӗ е амӑшӗ, ҫитӗннӗ ачи е нумаях пулмасть куҫса килнӗ ҫын е хӑна уҫма пултарать.
Ҫынсем хӑйсем улшӑнаҫҫӗ (1Тм 1:13). Ҫын тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине пула е хӑйӗнпе пулса иртнӗ хуйха пула ырӑ хыпара итлеме пултарать.
Ҫынсене Иегова ҫинчен каласа пама пӑрахманнипе эпир Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр (Лк 6:45; 1Ин 5:3).
ВИДЕО кӑтарт: «Иегова „пирӗн ҫывӑхрах“». Унтан ыйту пар:
Мӗншӗн ниме пӑхмасӑрах ырӑ хыпара пӗлтермелле?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) lfb 80, 81 уроксем