АПРЕЛӖН 28 — МАЙӐН 4
ЫТАРӐШСЕМ 11
90-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Хӑвӑр мӗн ҫинчен калаҫнине асӑрхаса тӑрӑр
(10 мин.)
Ҫывӑх ҫыннуна сиен кӳрекен сӑмахсем ан калӑр (Ыт 11:9; w02-U 5/15 26 с., 4 абз.).
Пухури пӗрлӗхе аркатма пултаракан сӑмахсем ан калӑр (Ыт 11:11; w02-U 5/15 27 с., 2, 3 абз.).
Калама юраман информацие ан калӑр (Ыт 11:12, 13; w20.03 21—22 с., 12, 13 абз.).
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: Лука 6:45-мӗшӗ тӑрӑх, ыттисене сиен кӳме пултаракан сӑмахсем калас мар тесен пирӗн мӗн тумалла?
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Ыт 11:17. Эпир «хӗрхенекен кӑмӑллӑ [«ырӑ», ҪТ]» пулни пире мӗнле усӑ кӳрет? (w18.11 30 с., 4—6 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Ыт 11:1—20 (th 5 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Нумаях пулмасть тӗлпулура хӑв мӗн пӗлни ҫинчен ҫынна каласа пама май туп (lmd 2 урок, 4 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен пӗр-пӗр видеоролика кӑтарт (lmd 8 урок, 3 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
(4 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн те Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтарт (lmd 10 урок, 3 пункт).
157-мӗш юрӑ
7. Мӗн мире пӑсать, ҫавна ан калӑр
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Эпир ҫитменлӗхлӗ пулнӑран хушӑран кирлӗ маррине каласа яма пултаратпӑр (Иак 3:8). Ҫавӑнпа мӗн те пулин калас умӗн пирӗн ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхмалла: «Эпӗ калас текен сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗҫ?» Ҫапла тӑватпӑр пулсан, хамӑр каланӑ сӑмахсемшӗн ӳкӗнмелле пулмӗ. Мӗнле сӑмахсем пухури мире аркатма пултараҫҫӗ? Акӑ хӑш-пӗр тӗслӗхсем:
Мухтанни. Ҫын мухтанать пулсан, ҫакӑ тупӑшасси тата ӑмсанасси патне илсе ҫитерме пултарать (Ыт 27:2).
Суйни-улталани. Ҫакӑн шутне сӗмсӗр суйни кӑна мар, ҫынна тӗрӗс маррине ӗнентерсе улталани те кӗрет. Пӗчӗк ӗҫсенче улталани те пирӗн ырӑ ята яма пултарать тата ҫынсем пире шанма пӑрахма пултараҫҫӗ (Ек 10:1).
Элек сарни. Ҫакӑ вӑл пуш калаҫусем. Вӗсем шутне ытти ҫынсем ҫинчен тӗрӗс маррине каласа ҫӳрени тата вӗсен ӗҫне сӑмсана чикни кӗрет (1Тм 5:13). Элек сарни хирӗҫӳсем патне илсе ҫитерме тата пухӑва пайласа яма пултарать.
Тарӑхса калани. Ҫакӑ вӑл хамӑра кӳрентернӗ ҫын ҫине тарӑхса кайса, хамӑра алра тытмасӑр тем те пӗр каласа пӗтерни (Эф 4:26). Ҫакӑн пек калани чуна ыраттарма пултарать (Ыт 29:22).
ВИДЕО кӑтарт: «Мӗн мире пӑсать, ҫавсене пурне те пӑрахӑр» (пӗр пайӗ). Унтан ыйту пар:
Пирӗн сӑмахсем пухури мир ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?
Пухура каллех мир пултӑр тесе тӑвансем мӗн тунине курас тесе «Килӗштерме тӑрӑшӑр, ҫавӑн енне туртӑнӑр» видеоролика пӑхӑр.
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) w20.05 2—5 с., 1—11 абз.