ДЕКАБРӖН 23—29
ПСАЛОМ 118:121—176
31-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Кирлӗ мар ҫӗртенех йывӑрлӑхсем курас мар тесен мӗн тумалла?
(10 мин.)
Туррӑн заповечӗсене юратӑр (Пс 118:127; w18.06 17 с., 5, 6 абз.).
Усала курайми пулӑр (Пс 118:128; w93-U 4/15 17 с., 12 абз.).
Иеговӑна итлӗр, йывӑрлӑхсем патне илсе пыракан лару-тӑрусенчен пӑрӑнӑр (Пс 118:130, 133; Ыт 22:3).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Туррӑн заповечӗсене ытларах юратас тесен тата усала курайми пулас тесен манӑн мӗн-мӗн тумалла?»
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Пс 118:160. Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар? (w23.01 2 с., 2 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 118:121—152 (th 2 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 1 урок, 5 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна хӑйне интереслентерекен информацие jw.org сайтра мӗнле тупмаллине кӑтарт (lmd 8 урок, 3 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
(5 мин.) Пухусене сиктерекен вӗренекенпе калаҫни (lmd 12 урок, 4 пункт).
121-мӗш юрӑ
7. Сирӗн пурнӑҫра укҫа нихӑҫан та пӗрремӗш вырӑнта ан пултӑр
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Кам укҫана юратма пуҫланӑ, ҫавсем «хӑйсене нумай хӗн-асап курмалла тунӑ» (1Тм 6:9, 10). Пурнӑҫра укҫа пӗрремӗш вырӑнта пулсан эпир мӗнле асапсем курма пултаратпӑр? Акӑ темиҫе тӗслӗх.
Эпир Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пултараймӑпӑр (Мф 6:24).
Пирӗн кирек мӗн чухлӗ укҫа пулсан та, пире яланах сахал пулать (Ек 5:9).
Пире тӗрӗс мар ӗҫсенчен, сӑмахран, суйса улталассинчен, вӑрлассинчен тата сутӑнчӑкла хӑтланассинчен, пӑрӑнма йывӑртарах пулать (Ыт 28:20). Илӗртӳ хыҫҫӑн кайсан эпир ҫавӑншӑн хамӑра хамӑр айӑпласа ҫӳрӗпӗр, ырӑ ята ҫухатӑпӑр, Иегова та пире ырлама пӑрахӗ.
Еврейсем 13:5 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:
Укҫа ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата ҫакӑ пире йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшать?
Эпир укҫана юратмастпӑр пулин те, вӗсемпе тӗрӗс мар усӑ курсан пӑшӑрханмалли пулатех.
ФЛОМАСТЕРПА ӲКЕРНӖ АНИМАЦИЕ кӑтарт: «Укҫапа тӗрӗс усӑ кур». Унтан ыйтусем пар:
Мӗншӗн бюджет тумалла тата ҫакна мӗнле тума пулать?
Мӗншӗн саппас укҫа пулни лайӑх?
Мӗншӗн кирлӗ мар ҫӗртенех парӑма кӗмелле мар?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 21 сып., 15—20 абз., «Ҫывӑх вӑхӑтра мӗн-мӗн пулӗ» тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамкӑсем