НОЯБРӖН 25 — ДЕКАБРӖН 1
ПСАЛОМ 108—111
14-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Пирӗн Иисус Патша майлӑ тӑрӑр!
(10 мин.)
Иисус тӳпене хӑпарсан Иеговӑн сылтӑм енне ларнӑ (Пс 109:1; w06-U 9/1 13 с., 6 абз.).
1914 ҫултан пуҫласа Иисус хӑйӗн тӑшманӗсем хушшинче хуҫа пулса ертсе пырать (Пс 109:2; w00-U 4/1 18 с., 3 абз.).
Иисусӑн влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тума хатӗр (Пс 109:3; lff 55 урок, 1 пункт).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе хам ума мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑп?»
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Пс 109:4. Ҫак сӑвӑ йӗркинче мӗнле килӗшӳ пирки сӑмах пырать? (w14 10/15 7—8 с., 15—17 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 108:1—26 (th 2 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Буклетпа усӑ курса калаҫу пуҫла (lmd 4 урок, 3 пункт).
5. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр
(5 мин.) Диалог. ijwfq 23 статья. Тема: «Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ?» (lmd 4 урок, 4 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
72-мӗш юрӑ
7. Эпир Патшалӑх майлӑ тӑнине мӗнле кӑтартатпӑр?
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Турӑ Патшалӑхӗ Иегова Аслӑ Ҫӳлхуҫа пулнине кӑтартса парать (Дан 2:44, 45). Эпир Иеговӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине ӗҫсемпе кӑтартатпӑр пулсан, Иегова чи лайӑх Патша пулнине ӗненнине кӑтартатпӑр.
ВИДЕО кӑтарт: «„Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхне“ чунтан парӑнса пулӑшса тӑрӑр». Унтан ыйту пар:
Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пулӑшса тӑнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?
Аяларах Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартмалли майсене илсе панӑ. Кашнин айӗнче вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркине ҫырса хурӑр.
Эпир Турӑ Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хуратпӑр.
Эпир Турӑ Патшалӑхӗн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр.
Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара саратпӑр.
Эпир влаҫсене хисеплетпӗр, анчах цезарь законӗ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, эпир Турра пӑхӑнатпӑр.
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 20 сып., 7—16 абз. тата «Доброволецсем валли брошюра» рамка