Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 ноябрь 2—16 с.
  • Ноябрӗн 4—10

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ноябрӗн 4—10
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 ноябрь 2—16 с.

НОЯБРӖН 4—10

ПСАЛОМ 104

3-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Пама пулнӑ ҫӗре кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) Авраам; 2) Исаак; 3) Иаков.

1. «Вӑл Хӑйӗн халалне... ӗмӗрӗпе астӑвать»

(10 мин.)

Иегова малтан Авраампа, кайран Исаакпа тата Иаковпа халал хывнӑ (Плт 15:18; 26:3; 28:13; Пс 104:8—11).

Иегова сӑмах пани нихӑҫан та пурнӑҫланмасть пек туйӑнма пултарнӑ (Пс 104:12, 13; w23.04 28 с., 11, 12 абз.).

Иегова Авраампа тунӑ халала нихӑҫан та манман (Пс 104:42—44; it-2-U 832 с., 3 абз.).


ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иегова хӑй сӑмах панине яланах пурнӑҫлать. Ҫакна пӗлни мана пуласлӑх ҫине пӗр хӑрамасӑр пӑхма мӗнле пулӑшать?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 104:18, 19. Иеговӑн сӑмахӗ Иосифа мӗнле майпа «сӑнанӑ», е тасатнӑ? (w16.08 23 с., 13 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 104:24—45 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын манӑн халӗ вӑхӑт ҫук тесе калать (lmd 2 урок, 5 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын тавлашма пуҫласан, калаҫӑва ыррӑн вӗҫле (lmd 4 урок, 5 пункт).

6. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура ҫынна мӗн интереслентернӗ, ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ публикацие сӗн (lmd 8 урок, 3 пункт).

7. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна JW Library® приложени ҫинчен каласа пар та ӑна унӑн электронлӑ хатӗрӗ ҫине уҫласа илме пулӑш (lmd 9 урок, 5 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

84-мӗш юрӑ

8. Турӑ Ывӑлне юратнине мӗнле кӑтартмалла?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тӑвас тесе эпир хамӑр вӑхӑта, вӑя тата укҫа-тенке шеллеместпӗр пулсан, эпир Иегова суйласа лартнӑ Патшана — Иисус Христоса — питӗ хытӑ юратнине кӑтартатпӑр. Ҫакӑ пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать, тӑвансене те усӑ парать (Ин 14:23). Пирӗн jw.org сайтра «На что идут ваши пожертвования» ярӑмра статьясем тухса тӑраҫҫӗ. Ҫав статьясенчен хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗрен пӗтӗм тӗнчери тӑвансем мӗнле усӑ илни ҫинчен пӗлме пулать.

Ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе ещӗке укҫа ярать. Ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑван судья умӗнче тӑрать; 2) хӗрарӑм тӑван Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнать; 3) хӗрарӑм тӑван пирӗн организаци илтмен ҫынсен чӗлхипе кӑларнӑ видеона пӑхать.

ВИДЕО кӑтарт: «Эсир хӑвӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗ питӗ кирлӗ!» Унтан ыйтусем пар:

  • Эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗ пирӗн тӑвансене Турра ирӗклӗн пуҫҫапас правӑна хӳтӗлеме мӗнле пулӑшать?

  • Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе Патшалӑх залӗсене туса лартнӑ чухне тӑвансем 2 Коринф 8:14-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

  • Библие нумай-нумай чӗлхе ҫине куҫарма хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗ мӗнле пулӑшать?

Ытларах пӗлӗр

«Пожертвования» паллӑ ҫинче ҫын алли вак укҫа тытнине ӳкернӗ.

Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне тума пултарччӑр тесе хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ мӗнле пама пулать? JW Library приложенин тӗп страницинче аялта вырнаҫнӑ «Пожертвования» ссылка ҫине пусӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче donate.jw.org сайтра «Ответы на часто задаваемые вопросы» ссылка ҫине пусса хушма информаци тупма пулать.

9. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 19 сып., 1—7 абз., «Филиалсене туни — мӗн кирлине шута илсе улшӑнусем тӑватпӑр» тата «„Ҫӗнӗ ҫутӑ“ чиркӳ» рамкӑсем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 97-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр