Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 сентябрь 14—15 с.
  • Октябрӗн 28 — ноябрӗн 3

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Октябрӗн 28 — ноябрӗн 3
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 сентябрь 14—15 с.

ОКТЯБРӖН 28 — НОЯБРӖН 3

ПСАЛОМ 102, 103

30-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иегова «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать»

(10 мин.)

Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран хӑйӗнни ҫинче тӑмасть (Пс 102:8; w23.07 21 с., 5 абз.).

Эпир йӑнӑш турӑмӑр пулсан та, Иегова пире сирсе ямасть (Пс 102:9, 10; w23.09 6—7 с., 16—18 абз.).

Иегова пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (Пс 102:14; w23.05 26 с., 2 абз.).

Арӑмӗ хӑй мӗн туйнине каласа панӑ чухне упӑшки ӑна тимлӗ итлет.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иегова хӑйӗнни ҫинче тӑмасть. Эпӗ мӑшӑрпа хама мӗнле тытнинчен Иеговӑран тӗслӗх илни курӑнать-и?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 103:24. Турӑ тунӑ япаласем ӑна мухтава мӗнле кӑлараҫҫӗ? (w17.02 4 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 103:1—24 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 3 урок, 4 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Библи вӗренме килӗшнӗ ҫынпа «Сире Библи вӗренме чӗнетпӗр» видеоролика сӳтсе яв (th 9 урок).

6. Доклад

(5 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 6 пункт. Тема: «Упӑшкин „хӑйӗн арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек“ юратмалла» (th 1 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

44-мӗш юрӑ

7. Хамӑр мӗн тума пултарнипе пултарайманнине мӗнле пӗлмелле?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Иеговӑшӑн хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан, эпир Иеговӑна та савӑнтаратпӑр, хамӑр та телейлӗ пулатпӑр (Пс 72:28). Енчен те хамӑр веҫех тума пултарайманнине шута илместпӗр пулсан, эпир хытӑ пӑшӑрханма пултаратпӑр тата пирӗн ал усӑнма пултарать.

«Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр» видеороликри ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван.

ВИДЕО кӑтарт: «Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр». Унтан ыйтусем пар:

  • Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? (Мх 6:8).

  • «Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр» видеороликри кадр: кафере ҫамрӑк хӗрарӑм тӑванпа унӑн тусӗ Библи вӗренекен хӗрарӑма хавхалантараҫҫӗ.
  • Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвана сӑваплӑ ӗҫре хӑй лартнӑ тӗллев ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшнӑ?

ХӐВӐР МӖН ТУМА ПУЛТАРНИПЕ ПУЛТАРАЙМАННИНЕ МӖНЛЕ ПӖЛМЕ ПУЛТАРАТӐР?

  • Хӑвӑра ыттисемпе ан танлаштарӑр (Гл 6:4). Ыттисем мӗн тунине манӑн та тумаллах тесе е ыттисем ҫакна тума пултараҫҫӗ пулсан, эпӗ те тума пултаратӑп тесе ан шутлӑр. Хӑвӑрпа пӗр ҫулхисемпе те тата камӑн ҫемьери лару-тӑру хӑвӑрӑнни пекех, ҫавсемпе те хӑвӑра ан танлаштарӑр. Тен, эсир вӗсенчен сахалрах е ытларах тума пултаратӑр.

  • Мӗн те пулин ҫӗннине туса пӑхӑр (Рм 12:1; 1Кр 7:31). Малтанлӑха эсир Иеговӑшӑн пӗр-пӗр майпа ӗҫлеме пултараймастӑп тесе е ҫак ӗҫ манӑн кӑмӑла каймасан та пултарать тесе шутлама пултаратӑр. Анчах та ҫӗннине туса пӑхма ан хӑрӑр (Мл 3:10).

  • Кӗске вӑхӑтлӑха пыракан тӗллевсем лартӑр. Сӑмахран, хӑвӑр тулли пионер пулса ӗҫлеме пултарнипе пултарайманнине эсир мӗнле пӗлме пултаратӑр? Темиҫе уйӑх хушши ырӑ хыпар сарма ытларах вӑхӑт уйӑрма е пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесе пӑхма пулать. Е эсир пӗр ҫулталӑк хушши тулли пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑр. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑр тулли пионер пулса ӗҫлейменнине ӑнланса илсен е пӗр ҫулталӑк пионер пулса ӗҫлесе пӑхнӑ хыҫҫӑн малалла ӗҫлеме пултарайманнине ӑнланса илсен, пӗрех савӑнма пултаратӑр, мӗншӗн тесен эсир пӗчӗк тӗллевсене пурнӑҫлама пултартӑр (Ек 6:9).

  • Улшӑнусем тума хатӗр пулӑр. Пирӗн лару-тӑру улшӑнма пултарать, вара эпир ытларах е сахалрах тума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа хӑвӑр тӗллевсене улӑштармаллипе улӑштармалла марри ҫинчен тӑтӑшах шухӑшлӑр.

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 18 сып., 9—20 абз., «Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа ӑҫта каять?» тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамкӑсем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 55-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр