Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 сентябрь 5—16 с.
  • Сентябрӗн 16—22

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Сентябрӗн 16—22
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 сентябрь 5—16 с.

СЕНТЯБРӖН 16—22

ПСАЛОМ 84—86

41-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Давид патша хӗрӳллӗн Иеговӑна кӗлтӑвать.

1. Кӗлтуни йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать

(10 мин.)

Иеговӑран савӑнӑҫ ыйтӑр (Пс 85:4).

Иеговӑран шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑш тесе ыйтӑр (Пс 85:11, 12; w12 5/15 29 с., 10 абз.).

Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласса шанса тӑрӑр (Пс 85:6, 7; w23.05 13 с., 17, 18 абз.).


ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпӗ Иеговӑна ытларах кӗлтӑватӑп-и?» (Пс 85:3).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 85:11. Иеговӑна чун-чӗререн хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (w20.06 13 с., 17, 18 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 85:1—86:7 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 3 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура мана тӗнчере мӗн пулса иртни пӑшӑрхантарать тенӗ ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 7 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 15 урок, 5 пункт. Эсӗ тепӗр эрнере пулмастӑн пулсан, Библи вӗренӗвне кам ирттерессине е вӑл мӗнле тата хӑҫан иртессине вӗренекенпе сӳтсе яв (lmd 10 урок, 4 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

83-мӗш юрӑ

7. «Ан парӑн!»

(5 мин.) Сӳтсе явни.

ВИДЕО кӑтарт. Унтан ыйтусем пар:

  • Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас кӑмӑл пӗтме пултарать?

  • Мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?

8. Малалла та ҫынсене Библи вӗренме сӗнӗр

(10 мин.). Сӳтсе явни.

Такси чарӑнакан вырӑнта хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑма ырӑ хыпар калать.
Упӑшкипе арӑмӗ стендпа ырӑ хыпар сараҫҫӗ, стенд ҫинче «Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курс» тесе ҫырнӑ. Пӗр хӗрарӑм стенд ҫине пӑхса иртсе каять.
Упӑшкипе арӑмӗ килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр арҫынна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра сӗнеҫҫӗ.

Ҫак уйӑхра иртекен ятарлӑ кампанире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑпа усӑ курса эсир кампа та пулин Библи вӗренме пуҫларӑр-и? Ҫапла пулсан, эсир, паллах, питӗ савӑнатӑр тата ыттисем те хавхаланчӗҫ пулӗ. Анчах хальлӗхе эсир никампа та Библи вӗренместӗр пулсан, эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй хуни нимӗнле усӑ та памасть тесе шутлама пултаратӑр. Ҫавӑн пек чухне мӗн тума пулать?

ВИДЕО кӑтарт: «„Эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр... тӳсетпӗр“. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне». Унтан ыйтусем пар:

  • Хамӑр вӑй хунинчен усси ҫук пек туйӑнать пулсан, 2 Коринф 6:4, 6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Эпир никампа та Библи вӗренме пуҫлаймастпӑр пулсан, мӗн тума пулать?

Ҫакна асра тытӑр: чӑн-чӑн савӑнӑҫ эпир миҫе ҫынпа Библи вӗренме пуҫланинчен е халӗ миҫе ҫынпа Библи вӗреннинчен килмест. Иегова эпир вӑй хунине хаклать, ҫакна пӗлни пире савӑнӑҫ кӳрет (Лк 10:17—20). Ҫавӑнпа «эсир Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлени усӑсӑр мар» пулнине асра тытса ятарлӑ кампание малалла та хастаррӑн хутшӑнӑр (1Кр 15:58).

9. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 16 сып., 6—17 абз.

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 39-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр