СЕНТЯБРӖН 2—8
ПСАЛОМ 78—80
29-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Иеговӑн мухтавлӑ ятне юратӑр
(10 мин.)
Иеговӑна чыссӑрлатакан ӗҫсенчен пуринчен те пӑрӑнӑр (Пс 78:9; w17.02 9 с., 5 абз.).
Иеговӑна ятран чӗнӗр (Пс 79:19; ijwbv 3 статья, 4, 5 абз.).
Иегова хӑйне итлекенсене тата хӑйӗн ятне юратакансене нумай пиллӗх парать (Пс 80:14, 17).
Эпир хамӑра мӗнле тытни Иеговӑн ятне мухтава кӑлартӑр тесен ҫынсен эпир унӑн Свидетелӗсем пулнине пӗлмелле
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Пс 79:2. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Израилӗн мӗнпур йӑхӗ пирки Иосиф тенӗ? (it-1-U 1052 с., 2, 3 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 78:1—79:8 (th 10 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 4 урок, 4 пункт).
5. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 4 урок, 3 пункт).
6. Калаҫу пуҫлӑр
(2 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 3 урок, 3 пункт).
7. Интереса аталантарӑр
(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен Библи вӗренме килӗшмен ҫынна Библи вӗренме тепӗр хут сӗнсе пӑх (lmd 8 урок, 3 пункт).
10-мӗш юрӑ
8. «Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ»
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Шуйттан Эдем пахчинче Туррӑн ятне хурлама пуҫланӑ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫыннӑн тата кашни ангелӑн ҫакна суйласа илмелле: Иеговӑн ятне хисеплемелле-и е ҫук.
Шуйттан Иегова ҫинчен сӗмсӗр суя сарать. Сӑмахран, вӑл пурне те Иегова усал та хаяр Пуҫлӑх тесе ӗнентересшӗн (Плт 3:1—6; Иов 4:18, 19). Иеговӑна пуҫҫапакансем ӑна чӑннипех юратмаҫҫӗ тет вӑл (Иов 2:4, 5). Унсӑр пуҫне, Шуйттан миллион-миллион ҫынна Турӑ ҫук тесе тата Ҫут тӗнче хӑйне хӑех пулса кайнӑ тесе ӗнентернӗ (Рм 1:20, 21).
Ҫак суя сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать? Тен, эсир Иеговӑн хутне кӗрес тейӗр. Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвас текен ҫынсем пуласса тахҫанах пӗлнӗ (Ис 29:23). Ҫак тӗлӗшрен пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?
Ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пулӑшӑр (Ин 17:25, 26). Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе пама тата унӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен каласа пама хатӗр пулӑр (Ис 63:7).
Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратӑр (Мф 22:37, 38). Иеговӑн заповечӗсене вӗсем хӑвӑра усӑ панӑран кӑна мар, Иеговӑна савӑнтарас тесе те итлӗр (Ыт 27:11).
ВИДЕО кӑтарт: «Юрату нихӑҫан та пӗтмест. Шкулти йывӑрлӑхсем». Унтан ыйтусем пар:
Ариэль тата Диего Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗленӗ?
Ҫакна тума вӗсене мӗн хавхалантарнӑ?
Эсир вӗсенчен мӗне вӗренетӗр?
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 15 сып., 29—36 абз. тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка