Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 июль 4—5 с.
  • Июлӗн 15—21

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Июлӗн 15—21
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 июль 4—5 с.

ИЮЛӖН 15—21

ПСАЛОМ 62—64

108-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах»

(10 мин.)

Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулни пурнӑҫран та хаклӑрах (Пс 62:4; w01-U 10/15 15—16 с., 17, 18 абз.).

Иеговӑн ырӑлӑхӗ, е вӑл пире чунтан парӑнса юратни, ҫинчен аса илсе шухӑшлатпӑр пулсан, эпир ӑна пархатарлӑрах пулса пыратпӑр (Пс 63:6, ҪТ; w19.12 28 с., 4 абз.; w15 10/15 24 с., 7 абз.).

Иегова хамӑра чунтан парӑнса юратнишӗн пархатарлӑ пулни пире ӑна мухтама хавхалантарать (Пс 62:5—7; w09-U 7/15 16 с., 6 абз.).

Малти ӳкерчӗк ҫинче хӗрарӑм тӑван Библи вулать. Хыҫалти ӳкерчӗксем ҫинче вӑл: 1) хӗрарӑм тӑванпа савӑнӑҫлӑн ырӑ хыпар сарать; 2) тӗлпулура комментари парать.

ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ПУҪҪАПНИНЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШАКАН СӖНӲ: ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр: «Иегова сирӗнтен кашнине чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартать?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 63:4. Ҫак сӑвӑ йӗрки ыттисемпе ыррӑн калаҫма мӗнле хавхалантарать? (w15 12/15 20 с., 10 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 62:2—63:11 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Кил хуҫи эсӗ калаҫакан чӗлхепе калаҫмасть (lmd 3 урок, 4 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библири пӗр-пӗр шухӑша калама ӗлкӗриччен калаҫу вӗҫленет (lmd 2 урок, 4 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна мӗн интереслентернине ӑнланма тӑрӑш тата унпа тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл (lmd 1 урок, 5 пункт).

7. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(4 мин.) Диалог. ijwfq 51 статья. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем унччен ырӑ хыпара итлемен ҫынсем патне тепӗр хут килеҫҫӗ?» (lmd 4 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

154-мӗш юрӑ

8. Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Иегова «нумай ырӑлӑхлӑ», урӑхла каласан, вӑл чунтан парӑнса юратать (Пс 85:15). «Чунтан парӑнса юратни» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ яваплӑ пулнине, принципсене тытса тӑнине, шанчӑклӑ пулнине тата чун туртнине пӗлтерет. Иегова пур ҫынна та юратать, анчах вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кӑна — камӑн унпа ҫывӑх хутшӑнусем пур, ҫавсене кӑна — чунтан парӑнса юратать (Пс 32:18; 62:4; Ин 3:16; Ап 14:17). Иегова пире чунтан парӑнса юратнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир ӑна юратнипе кӑтартма пултаратпӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать? Унӑн заповечӗсене тытса тӑнипе, ҫав шутрах «вӗренекенсем хатӗрлӗр» тесе хушнине туса тӑнипе (Мф 28:19; 1Ин 5:3).

ВИДЕО кӑтарт: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫре юрату кӑтартӑр». Унтан ыйтусем пар:

Юрату ырӑ хыпар сарма пире мӗнле хавхалантарать?

    «Ырӑ хыпар сарас ӗҫре юрату кӑтартӑр» видеороликри кадр: видеороликри ашшӗ ӗҫрен килсен диван ҫинче ҫывӑрса кайнӑ.
  • Ывӑннӑ чухне

  • «Ырӑ хыпар сарас ӗҫре юрату кӑтартӑр» видеороликри кадр: ашшӗ ывӑлӗпе ырӑ хыпар сарать; кил хуҫи ашшӗ ҫине тарӑхса кӑшкӑрать.
  • Хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ чухне

  • «Ырӑ хыпар сарас ӗҫре юрату кӑтартӑр» видеороликри кадр: видеороликри амӑшӗпе хӗрӗ пысӑк лавккара ӗҫлекен хӗрарӑмпа калаҫаҫҫӗ.
  • Кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне

9. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 13 сып., 33, 34 абз., «Аслӑ судсенче тунӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсем» тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамкӑсем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 79-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр