Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 май 6—7 с.
  • Майӑн 27 — июнӗн 2

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Майӑн 27 — июнӗн 2
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 май 6—7 с.

МАЙӐН 27 — ИЮНӖН 2

ПСАЛОМ 41—43

86-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иегова вӗрентнине хаклӑр

(10 мин.)

Иеговӑна пуҫҫапас тесе тӗлпулусене ҫӳрӗр. Ҫавна май килнӗ таран, тӑвансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса тума тӑрӑшӑр (Пс 41:5, 6; w06-U 6/1 9 с., 4 абз.).

Турӑ Сӑмахне тӗпчес умӗн кӗлтӑвӑр (Пс 41:9; w19.01 18 с., 15 абз.).

Пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн яланах Библири принципсене шута илӗр (Пс 42:3).

Хӗрарӑм тӑвансем конгресри программӑна тимлӗ итлеҫҫӗ тата унти шухӑшсене ҫырса пыраҫҫӗ.

Иегова вӗрентсе тӑни пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать (1Пт 5:10; w16.09 5 с., 11, 12 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 43:19, 20. «Шакалсен ҫӗрӗ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ мӗне пӗлтерме пултарать? (it-2-U 1224 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 43:2—27 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Библи вӗренме сӗн (lmd 5 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна ҫитес тӗлпулура туса паракан доклада итлеме чӗн тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролика кӑтарт (lmd 7 урок, 5 пункт).

6. Доклад

(3 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 4 пункт. Тема: «Пурте сып-сывӑ пулӗҫ» (th 2 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

21-мӗш юрӑ

7. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗн тумалла?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Ҫамрӑк арҫын тӑван Библи вуланине тата шкул вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен шухӑшланине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) вӑл учительпе калаҫать; 2) вӑл Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренет; 3) вӑл урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарать.

Ҫамрӑк тӑвансем, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн эсир мӗн тӑвас тетӗр? Пионер пулас тесе, тен, эсир ӑҫта ӗҫлессине шухӑшласа хунӑ? Тен, эсир пӗр-пӗр ӗҫе тума вӗренес тейӗр, сертификат е диплом илес тейӗр. Ҫамрӑклӑх вӑл — тӗлӗнмелле те интереслӗ вӑхӑт. Анчах ҫав вӑхӑтра сире йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен сирӗн умра нумай ҫул уҫӑлать тата эсир хӑвӑр мӗн суйласа илни ҫинчен ыттисем мӗн шутлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултаратӑр. Сире тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшӗ?

Матфей 6:32, 33 вуласа пама ыйт. Унтан ыйтусем пар:

  • Ӗҫ пирки тата вӗренесси пирки йышӑну тӑвиччен мӗншӗн чи малтан сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартмалла?

  • Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Матфей 6:32, 33 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене тытса тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Пс 77:4—7).

Асӑрхануллӑ пулӑр: пысӑк укҫа ӗҫлесе илес кӑмӑла е паллӑ ҫын пулас кӑмӑла хӑвӑрӑн йышӑнусем ҫине витӗм кӳме ан парӑр (1Ин 2:15, 17). Асра тытӑр: камӑн укҫа нумай, ҫавсене Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хума йывӑр пулма пултарать (Лк 18:24—27). Ҫын пуяссишӗн ҫунать пулсан, ӑна ҫирӗп ӗненӳ аталантарма тата Иеговӑна савӑнтарма йывӑр пулать (Мф 6:24; Мк 8:36).

ВИДЕО кӑтарт: «Пӗтекен япаласем ҫине ан шанӑр! Пурлӑх». Унтан ыйту пар:

  • Ытарӑшсем 23:4, 5 сӑвӑ йӗркисенчи канаш сире тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшма пултарать?

КАНАШСЕМ

  • Хӑвӑр ума кӗске вӑхӑтлӑха тата нумай вӑхӑтлӑха пыракан тӗллевсем лартӑр.

  • Эсир ӗҫ пирки тата вӗренесси пирки мӗн суйласа илни ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама чӑрмантармӗ-и тесе шутласа пӑхӑр.

  • Ҫӑмӑллӑнах ӗҫ тупма пулӑшакан профессие суйласа илӗр тата урӑх ӗҫпе те ӗҫлеме хатӗр пулӑр. Эсир урӑх ӗҫ тума вӗренес тетӗр пулсан, ҫак ӗҫре пурӑнмалӑх укҫа чӑнах та ӗҫлесе илме пулать-и тесе шутласа пӑхӑр.

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 11 сып., 22—28 абз. тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр