Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 март 10—11 с.
  • Апрелӗн 8—14

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Апрелӗн 8—14
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 март 10—11 с.

АПРЕЛӖН 8—14

ПСАЛОМ 25—27

34-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Давид патша хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.

1. Давида пӗр айӑпсӑр пулма мӗн пулӑшнӑ?

(10 мин.)

Давид Иеговӑран мана лайӑхланса пыма пулӑш тесе ыйтнӑ (Пс 25:1, 2; w04-U 12/1 14 с., 8, 9 абз.).

Давид Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ҫынсемпе хутшӑнман (Пс 25:4, 5; w04-U 12/1 15 с., 12, 13 абз.).

Давида Иеговӑна пуҫҫапни нумай савӑнӑҫ кӳнӗ (Пс 25:8; w04-U 12/1 16 с., 17, 18 абз.).


Давид йӑнӑшсем тунӑ пулин те, вӑл Иеговӑна юратнӑ тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑнӑ (3Пш 9:4).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 26:10. Кампа ҫывӑх ҫыннисем хутшӑнма пӑрахнӑ, ҫавсене ҫак сӑвӑ йӗрки мӗнле йӑпатма пултарать? (w22.06 17 с., 13 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 26:1—14 (th 2 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен буклетпа усӑ кур (th 3 урок).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен буклет илнӗ ҫынпа тепӗр хут калаҫни. Буклетӑн юлашки страницӑри ыйтӑва сӳтсе яв. Унтан jw.org сайт ҫине тимлеттер те хӑйне интереслентерекен информацие мӗнле тупмаллине кӑтарт (lmd 9 урок, 3 пункт).

6. Доклад

(5 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 3 пункт. Тема: «Ҫӗр ҫинчи экологи йӗркене кӗрӗ» (th 13 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

128-мӗш юрӑ

7. Яшсемпе хӗрсем нравственность енчен тасалӑха упраҫҫӗ

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Ҫамрӑк арҫын ача Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлать. Ун ҫумӗнче планшет выртать, экран ҫинче вара «Ҫамрӑксен пурнӑҫӗ. Ар хутшӑнӑвне кӗме хистеҫҫӗ пулсан мӗн тумалла?» видеороликри кадр. Кадр ҫинче Иосиф Потифар арӑмӗнчен тарнине кӑтартнӑ.

Ҫамрӑк христиансен нравственность енчен таса пулас тесе кӗрешме тивет. Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран тата ҫамрӑк чухне ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑран вӗсене хӑйсене тӗрӗс тытма йывӑр пулма пултарать (Рм 7:21; 1Кр 7:36). Унсӑр пуҫне, ҫак тӗнчери ҫынсем вӗсене ар хутшӑнӑвне, ҫав шутрах гомосексуаллӑ ҫыхӑнусене те, кӗме хистеме пултараҫҫӗ (Эф 2:2). Иеговӑна итлесе пурӑнакан ҫамрӑксемпе эпир питӗ мухтанатпӑр!

ВИДЕО кӑтарт: «Ҫамрӑксен пурнӑҫӗ. Ар хутшӑнӑвне кӗме хистеҫҫӗ пулсан мӗн тумалла?» Унтан ыйтусем пар:

  • Пӗрле вӗренекенсем Кори тата Камрин тӑвансене мӗн тума хистенӗ?

  • Нравственность енчен таса пулма вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

  • Ҫакӑн евӗрлӗ лару-тӑрусенче Библири мӗнле канашсем сире пулӑшма пултараҫҫӗ?

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 9 сып., 10—15 абз., «Библи вӗренӗвӗсен шучӗ ӳсни» диаграмма, «Иегова пурне те тума пултарать» тата «„Чи халсӑрринчен“ мӗнле майпа „вӑйлӑ халӑх“ пулса кайнӑ» рамкӑсем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 38-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр