Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb24 январь 3—16 с.
  • Январӗн 8—14

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Январӗн 8—14
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2024
mwb24 январь 3—16 с.

ЯНВАРӖН 8—14

ИОВ 34, 35

30-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗн тумалла?

(10 мин.)

Асра тытӑр: Иегова нихӑҫан та тӗрӗс маррине тумасть (Иов 34:10; wp19.1 7 с., 6 абз.).

Йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытмаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать, анчах Иеговӑран нимӗн те пытараймӑн (Иов 34:21—27; w17.04 10 с., 5 абз.).

Тӗрӗсмарлӑха пула асапланакан ҫынсене пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — Иегова ҫинчен каласа пани (Иов 35:9, 10; Мф 28:19, 20; w21.05 7 с., 19, 20 абз.).

Пӗр мӑшӑр баракра пурӑнакан арҫынпа унӑн пӗчӗк ывӑлне ырӑ хыпар калать. Вӗсен хыҫӗнче чаплӑ та питӗ ҫӳллӗ ҫуртсем тӑраҫҫӗ.

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Иов 35:7. Елиуй Иова: «[Турӑ] санӑн аллунтан мӗн илет?» — тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (w17.04 29 с., 3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Иов 35:1—16 (th 10 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Библи вӗренме сӗн (lmd 10 урок, 3 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ачаллӑ ҫынна jw.org сайтра ашшӗ-амӑшӗсем валли усӑллӑ информацие мӗнле тупмаллине кӑтарт (lmd 1 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 13 урок, 5 пункт (lmd 11 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

58-мӗш юрӑ

7. Эсир май килнӗ чухне ырӑ хыпар саратӑр-и?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Автобус ҫинче хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑма ырӑ хыпар калать тата хӑйӗн смартфонӗ ҫинче ӑна тем кӑтартать.

Павел апостол Тимофея: «Туррӑн сӑмахне пӗлтер, ҫавна... хастаррӑн ту»,— тесе хавхалантарнӑ (2Тм 4:2). Хӑш-пӗр чухне «хастаррӑн ту» тесе куҫарнӑ грек глаголӗпе хуралта яланах хатӗр тӑракан ҫар ҫынни е хуралҫӑ ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пирӗн кӑмӑла, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне калаҫӑва Библи ҫине куҫарса яма яланах хатӗр пулнине, сӑнласа парать.

Иеговӑна юратни тата вӑл хамӑра ырӑ тунишӗн пархатарлӑ пулни пире ыттисене унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен каласа пама хавхалантарать.

Псалом 70:8 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

Эсӗ ыттисене Иегова ҫинчен мӗн каласа парасшӑн?

Ҫынсене юратни те пире май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама хавхалантарать.

ВИДЕО кӑтарт: «Чӑнлӑха пӗр харӑс ҫӗр-ҫӗр ҫын тупнӑ». Унтан ыйтусем пар:

  • Пӗр тӑван май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ҫӗр-ҫӗр ҫынна чӑнлӑха йышӑнма мӗнле пулӑшнӑ?

  • Унччен чиркӗве ҫӳренӗ ҫынсене чӑнлӑха пӗлни мӗнле пулӑшнӑ?

  • Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама пире ҫынсене юратни мӗнле хавхалантарать?

  • Сирӗн шутпа, мӗншӗн май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ҫынсене Иеговӑпа паллашмалли питӗ лайӑх май теме пулать?

8. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) kr 5 сып., 1—9 абз.

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 138-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр