ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова пирӗн кӗлӗсене питӗ хаклать
Иеговӑна килӗшекен кӗлӗсем ун умӗнче храмра кашни кун ҫунтарнӑ тутлӑ шӑршӑллӑ фимиам пекех (Пс 140:2). Кӗлӗре эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене ӑна юратни ҫинчен, пархатарлӑ пулни ҫинчен, хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен тата хамӑрӑн мӗн тӑвас килни ҫинчен каласа паратпӑр, ҫавӑн пекех унран канаш та ыйтатпӑр. Ҫапла майпа эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хакланине кӑтартатпӑр. Пухура пӗрле кӗлтуни Иеговӑна пуҫҫапни шутне кӗрет. Ҫав вӑхӑтрах Иегова эпир ӑна хамӑр тӗллӗн кӗлтунине питӗ хаклать. Эпир ӑна чӗрене уҫса нумай вӑхӑт хушши кӗлтусан, вӑл питӗ савӑнать (Ыт 15:8).
«КӖЛТУНИ ПИТӖ ПӖЛТЕРӖШЛӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Джонсон тӑван Иеговӑн организацийӗнче мӗнле ӗҫсем туса тӑнӑ?
Джонсон тӑвана кӗлтуни Иеговӑна шанма мӗнле пулӑшнӑ?
Джонсон тӑванӑн тӗслӗхӗнчен эсӗ мӗне вӗренетӗн?