ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Христиансене тӗллевсем лартма мӗн хавхалантармалла?
Тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре тӗрлӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ, сӑмахран, пионер пулма, Вефильте ӗҫлеме е Патшалӑх залӗсене туса лартас ӗҫе хутшӑнма. Унсӑр пуҫне, арҫын тӑвансем старейшинӑсем пулса ӗҫлеме тӗллевсем лартаҫҫӗ (1Тм 3:1). Ҫакӑ христианинӑн чапшӑн ҫунмалла тата пухура пысӑк вырӑн йышӑнма тӑрӑшмалла тенине пӗлтерет-и?
«МӖНШӖН ХРИСТИАНСЕН ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТМАЛЛА? (1ТМ 3:1)» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Ҫак Библири сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма пире мӗн хавхалантармалла?