ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова ҫине шанмалли виҫӗ май
Давид Голиафа ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иегова ҫине шаннӑ (1Патш 17:45). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаваспах пулӑшать (2Ҫлс 16:9). Хамӑрӑн пултарулӑхпа опыт ҫине шанас вырӑнне Иегова паракан пулӑшу ҫине эпир мӗнле шанма пултаратпӑр? Акӑ виҫӗ май:
Час-часах кӗлту. Йӑнӑш турӑн пулсан кӗлӗре каҫару ыйт. Ҫавӑн пекех илӗртӳпе тӗл пулсанах Иеговӑна вӑй парсам тесе кӗлту (Мф 6:12, 13). Хӑв тунӑ йышӑнусене Иегова пиллетӗр тесе кӑна мар, йышӑну тӑвас умӗн те ӑслӑлӑх пар тесе кӗлту (Иак 1:5).
Тӑтӑшах Библие вула тата тӗпче. Библие кашни кун вула (Пс 1:2). Библири тӗслӗхсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшла тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кур (Иак 1:23—25). Ырӑ хыпар сарма хатӗрлен, хӑвӑн опыт ҫине ан шан. Тӗлпулусенчен усӑ илес тесе пухура сӳтсе явмалли материала маларах пӑхса тух.
Иеговӑн организацийӗпе пӗрле ӗҫлесе тӑр. Организаци панӑ юлашки хушусене пӗлсе тӑр тата вӗсене тӳрех пурнӑҫла (Йыш 9:17). Старейшинӑсем канашсемпе хушусем парсан, вӗсене итле (Евр 13:17).
«У НАС НЕТ ПРИЧИН БОЯТЬСЯ ПРЕСЛЕДОВАНИЙ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
• Тӑвансем мӗнрен хӑранӑ?
• Хӑранине ҫӗнтерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ?