ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӗрарӑм тӑвансем Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑраҫҫӗ?
Хӗрарӑм тӑвансем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче самаях вӑй хураҫҫӗ (Пс 67:12). Вӗсем нумай ҫынпа Библи вӗренеҫҫӗ. Тулли пионерсем хушшинче те ытларах хӗрарӑм тӑвансем. Пин-пин ӗҫчен хӗрарӑм тӑван Вефильте тата стройкӑра вӑй хурать. Ҫавӑн пекех вӗсем куҫаракансем е миссионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан хӗрарӑм тӑвансем хӑйсен ҫемйисене те, пӗтӗм пухӑва та ҫирӗплетеҫҫӗ (Ыт 14:1). Хӗрарӑм тӑвансем старейшинӑсем е пулӑшакан ӗҫченсем пулса ӗҫлеймеҫҫӗ пулин те, вӗсем пухушӑн нумай тума пултараҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвансем, эсир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр?
Камӑн опыт сахалрах, ҫав хӗрарӑм тӑвансене пулӑш (Тит 2:3—5).
Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑн тата хӑвӑн вӗрентес ӑсталӑха ӳстер.
Ют чӗлхе вӗрен.
Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кай.
Вефильте е стройкӑра ӗҫлес тесе заявлени ҫыр.
Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме заявлени ҫыр.
«ИЕГОВӐШӐН НУМАЙ ТӐРӐШАКАН ХӖРАРӐМСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Кашни хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ сана мӗн тума хавхалантарчӗ?