ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛЕВИТ 6, 7
Турра тав туса кӳрекен парне
7:11—15, 20
Авалхи вӑхӑтра израильтянсем пархатарлӑ пулнӑран Иеговӑна канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. Ҫакӑ пире пархатарлӑ пулмалли ҫинчен аса илтерет. Пирӗн Иеговӑна кӗлӗре тав тумалла тата хамӑр ӗҫсемпе те ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартмалла (Фп 4:6, 7; Кл 3:15).
Мӗнле-мӗнле япаласемшӗн эпир Иеговӑна кӗлӗре тав тума пултаратпӑр? (1Фс 5:17, 18).
Иеговӑна пархатарлӑ пулни пире мӗнле усӑ парать?
Мӗнле майпа кам та пулин «шуйттан сӗтелӗ ҫинчен» ҫиме пуҫлама пултарать тата мӗншӗн унӑн пархатарлӑх ҫитсех каймасть теме пулать? (1Кр 10:20, 21).