ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Суя сӑмах ан сар
Хальхи вӑхӑтра хыпарсем хаҫат, радио, телевидени тата интернет урлӑ питӗ хӑвӑрт сарӑлаҫҫӗ. «Чӑнлӑх Турришӗн» ӗҫлесе тӑракансем ӑнсӑртран та суя сӑмах сарасшӑн мар (Пс 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫул; Тх 23:1). Ыттисене каланӑ суя сӑмах питӗ нумай сиен кӳме пултарать. Информаци тӗрӗс пулнипе пулманнине ӑнланас тесе хӑвӑнтан ҫапла ыйт:
«Ҫак информацие каласа паракана шанма пулать-и?» Пире мӗн те пулин каласа паракан ҫын пур вак-тӗвеке пӗлмесен те пултарать. Пӗр ҫын тепӗр ҫынна пӗр-пӗр информацие каласа панӑ чухне хӑш-пӗр фактсене улӑштарма пултарать. Пӗр-пӗр ҫынпа мӗн пулса иртни ҫинчен ҫав ҫын мар, урӑх ҫын каласа парать пулсан, асӑрхануллӑ пул. Уйрӑмах кама пухура тивӗҫсем шанса панӑ, ҫавсен нимпе те ҫирӗплетсе паман информацие ыттисене каласа памалла мар, мӗншӗн тесен пухури тӑвансем вӗсене шанаҫҫӗ.
«Ҫак информацие элек сарас тесе каламан-и?» Информаци пӗр-пӗр ҫыннӑн ятне варалать пулсан, ӑна ыттисене каласа ан пар (Ыт 18:8; Фп 4:8).
«Ҫак информацие ӗненме пулать-и?» Тӗлӗнтерсе-аптратса яракан информацие тӳрех ӗненсе ан ларт.
«СӐМАХ САРСА ҪӲРЕС МАР ТЕСЕ ЭПӖ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТӐП?» ФЛОМАСТЕРПА ӲКЕРНӖ АНИМАЦИЕ ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Ытарӑшсем 12:18-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн сӑмахсем мӗнле сиен кӳме пултараҫҫӗ?
Ыттисем пирки калаҫнӑ чухне Филиппӑ 2:4-мӗшӗнчи принцип пире мӗнле пулӑшма пултарать?
Кам та пулин ыттисем пирки тӑрӑхласа кулма е япӑх калаҫма пуҫласан пирӗн мӗн тумалла?
Ыттисем пирки калаҫма пуҫличчен пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?