ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 13, 14
«Ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр»
14:13, 14, 21, 22, 26—28
Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать тата ӑна хӳтӗлет. Израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне Иегова вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ?
Вӑл вӗсене лайӑх йӗркелесе илсе тухнӑ (Тх 13:18).
Вӑл вӗсене ҫул кӑтартса пынӑ тата хӳтӗлесе тӑнӑ (Тх 14:19, 20).
Вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне — ҫамрӑккисене те, ваттисене те — ҫӑлнӑ (Тх 14:29, 30).
Мӗншӗн пирӗн хӑрушла асапран хӑрамалла мар? (Ис 30:15)