ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлет
Пӗрремӗш Пасха питӗ пӗлтерӗшлӗ событи пулнӑ. Ҫӗрле фараон хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ вилнине курсан, вӑл Моисейпе Аарона ҫапла каланӑ: «Тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр» (Тх 12:31). Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе тӑни уҫҫӑн курӑннӑ.
Туррӑн халӑхӗн хальхи историйӗ Иегова халӗ те хӑйӗн халӑхне ертсе пынине тата хӳтӗленине уҫҫӑн кӑтартса парать. Ҫакӑн ҫинчен тӗп управленире «Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх» ятлӑ выставка йӗркеленӗ.
«УОРВИКРИ МУЗЕЙ. „ИЕГОВА ЯЧӖПЕ ҪӲРЕКЕН ХАЛӐХ“ ВЫСТАВКА» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине ҫынсене ҫирӗпрех ӗненме пулӑшас тесе Библи Тӗпчекенсем 1914 ҫултан пуҫласа мӗнле техника ҫӗнӗлӗхӗпе усӑ курма пуҫланӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?
1916 тата 1918 ҫулсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата организацие Иегова ертсе пынине вӗсем мӗнле курнӑ?
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?
1935 ҫулта Туррӑн ӗҫлекенӗсем Библири хӑш чӑнлӑха ҫӗнӗлле ӑнланма пуҫланӑ тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
Эсӗ ҫак выставкӑра пулса курнӑ пулсан, унта мӗн курни сана Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пынине тата хӳтӗленине хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшрӗ?