ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Эсӗ ырӑ хыпар сарма та, вӗрентме те пултараятӑн!
Моисей хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе тума пултарасси пирки малтанлӑха иккӗленсе тӑнӑ (Тх 4:10, 13). Эсӗ хӑвна Моисей пек туйса курнӑ-и? Эсӗ Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренетӗн пулсан, тен, эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарма нихӑҫан та пултараймӑп тесе шутлатӑн. Шкулта вӗренетӗн пулсан, тен, эсӗ ыттисене хӑв мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама вӑтанатӑн. Е, тен, эсӗ стендпа тата телефонпа ырӑ хыпар сарма хӑратӑн. Апла пулсан, Иеговӑран кӗлӗре вӑйпа хӑюлӑх ыйт (1Пт 4:11). Иегова сана хӑй шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те туса ҫитерме пулӑшни ҫинчен ан иккӗлен (Тх 4:11, 12).
«ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР... ХЫПАРҪӐСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Аояма хӗрарӑм тӑван мӗнрен хӑранӑ?
Ырӑ хыпар сарма ӑна вӑйпа хӑюлӑх мӗн панӑ? (Иер 20:7—9)
Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума пуҫлани ӑна мӗнле усӑ панӑ?
Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан мӗнле йывӑрлӑхсене Иегова сана ҫӗнтерме пулӑшма пултарать?