ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 40, 41
Иегова Иосифа ирӗке кӑларать
Иосифа чуралӑха сутнӑ, кайран тӗрмене хупнӑ. Иегова ирӗке кӑлариччен унӑн 13 ҫул хушши тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивнӗ. Иосиф хаярланса каяс вырӑнне лайӑх енсем аталантарнӑ (Пс 104:17—19). Иегова ӑна нихӑҫан та хӑварас ҫуккине вӑл пӗлнӗ. Иосиф хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн тунӑ?
Вӑл ӗҫчен те шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ, ҫавна пула Иегова ӑна пиллесе тӑнӑ (Плт 39:21, 22).
Хӑйне усал тунӑ ҫынсене тавӑрасси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне вӑл ырӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ (Плт 40:5—7).
Иосифӑн тӗслӗхӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мана мӗнле пулӑшӗ?
Армагеддона кӗтнӗ май эпӗ хамӑн лару-тӑрура мӗн-мӗн тума пултаратӑп?