ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 38, 39
Иегова Иосифа нихӑҫан та хӑварман
Иосифӑн пурнӑҫӗнче нумай йывӑрлӑх пулнӑ, анчах та Иегова «вӑл тӑвакан пур ӗҫе те... ӑнтарса» пынӑ тата «ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ» (Плт 39:2, 3, 21—23). Иосифӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Иегова пире ырламасть тесе шутламалла мар (Пс 33:20).
Иегова пире мӗнле пилленине асӑрхамалла тата ӑна пархатарлӑ пулмалла (Фп 4:6, 7).
Пирӗн Иегова пулӑшасса шанмалла (Пс 54:23).