ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 34, 35
Туссене тӗрӗс мар суйласа илни инкек патне илсе ҫитерет
Пирӗн кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем лайӑх енсем кӑтартма пултараҫҫӗ, анчах ҫакӑ вӗсем пирӗншӗн лайӑх туссем пуласса пӗлтерет-и? Эсӗ кампа хутшӑнни сан ҫине лайӑх витӗм кӳнипе кӳменнине мӗнле пӗлме пулать?
Ҫак туссем сана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ-и?
Вӗсем ытларах чухне мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсемшӗн мӗн чи кирли пулнине мӗнле кӑтартать? (Мф 12:34.)
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ камсемпе хутшӑнатӑп, ҫавсем манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?»