ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 31
Иаковпа Лаван пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма килӗшӳ тунӑ
Мӗншӗн Иаковпа Лаван чул пуҫтарса сӑрт туса хунӑ?
Ҫав сӑрт иртен-ҫӳренсене Иаковпа Лаван килӗшӳ тунине кӑтартса тӑнӑ.
Ҫав сӑрт Иаковпа Лавана хӑйсем тунӑ килӗшӗве пурнӑҫланипе пурнӑҫламаннине Иегова курса тӑнине аса илтерсе тӑнӑ.
Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнччӑр тет. Ҫак виҫӗ утӑм пире мире упрама е ыттисемпе мирлешме мӗнле пулӑшма пултарать?
Уҫҫӑн калаҫӑр (Мф 5:23, 24)
Чун-чӗререн каҫарӑр (Кл 3:13)
Чӑтӑмлӑ пулӑр (Рм 12:21)