ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 20, 21
Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине яланах пурнӑҫлать
Авраампа Сарра Иеговӑна ҫирӗп ӗненнӗ, ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ывӑл парса пилленӗ. Каярахпа, вӗсен ӗненӗвӗ тӗрӗсленнӗ чухне, Авраампа Сарра Иегова мӗн хушнине тунӑ тата вӗсем Турӑ пуласлӑхра мӗн-мӗн тума сӑмах панине шаннине кӑтартнӑ.
Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпӗ вӑл мӗн-мӗн тума сӑмах панине ӗненнине мӗнле кӑтартатӑп? Хамӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?