ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Мӑшӑрсем хӑйсен ҫемйине мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?
Авраампа Сарра мӑшӑра юратас тата хисеплес тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (Плт 12:11—13; 1Пт 3:6). Апла пулин те вӗсен ҫемйинче веҫех лайӑх пулнӑ теме ҫук — вӗсен нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ. Мӑшӑрсем Авраампа Саррӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
Пӗр-пӗринпе хутшӑнӑр. Мӑшӑру тарӑхнӑ е куляннӑ чухне унпа ыррӑн калаҫ (Плт 16:5, 6). Вӑхӑта пӗрле ирттерӗр. Пӗр-пӗрне юратни сӑмахсенче те, ӗҫсенче те курӑнса тӑтӑр. Иегова сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр: пӗрле Библи вӗренӗр, кӗлтӑвӑр тата Турӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑрӑр (Ек 4:12). Ҫирӗп ҫемье Иеговӑна, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пуҫарса яракана, мухтава кӑларать.
«УПӐШКИПЕ АРӐМӖН ХУТШӐНУСЕНЕ МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТМЕЛЛЕ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Шаанпа Киара пӗр-пӗринчен сивӗнсе пыни ӑҫтан курӑнчӗ?
Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫмалла?
Авраампа Саррӑн тӗслӗхӗ Шаанпа Киарӑна мӗнле пулӑшрӗ?
Шаанпа Киара хӑйсен ҫемйине ҫирӗплетес тесе мӗн-мӗн турӗҫ?
Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗнче пӗр йывӑрлӑх та пулмӗ тесе шутламалла мар?
Ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетме пулатех!