ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Чун-чӗререн хисеплени тата хамӑра тӗрӗс тытни мӑшӑра чӑнлӑха йышӑнма пулӑшать
Христианка пулса тӑнӑ арӑмсем хӑйсене тӗрӗс тытни час-часах упӑшкисене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшать. Анчах та хӑш-пӗр чухне арӑмӗсем ҫакна нумай ҫул хушши кӗтеҫҫӗ, ҫавӑн чухне вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳсме тивет (1Пт 2:21—23; 3:1, 2). Упӑшку хӑйне санпа тӗрӗс мар тытать пулсан, усала ырӑпа тавӑрма ан чарӑн (Рм 12:21). Эс хӑвна тӗрӗс тытни упӑшку ҫине кирек мӗнле сӑмахран та вӑйлӑрах витӗм кӳме пултарать.
Лару-тӑру ҫине упӑшкун куҫӗпе пӑхма тӑрӑш (Фп 2:3, 4). Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пул, хӑвна ун вырӑнне ларт, ӑна хисеплемелли ҫинчен ан ман тата хӑвӑн ҫемьери тивӗҫсене лайӑх туса тӑр. Итлеме пӗл (Иак 1:19). Тӳсӗмлӗ пул тата упӑшкуна сана юрататӑп тесе шантар. Упӑшку санпа хӑйне ыррӑн тата хисеплӗн тытмасть пулсан та, ан иккӗлен: Иегова эсӗ шанчӑклӑ пулнине курать тата сана хаклать (1Пт 2:19, 20).
«ИЕГОВА ПУЛӐШНИПЕ КИРЕК МӖНЛЕ ҪӖКЛЕМЕ ТЕ ЙӐТСА ҪӲРЕЕТПӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Грейс Ли качча кайсан, чи малтан унӑн пурнӑҫӗ мӗнлерех пулнӑ?
Мӗншӗн вӑл Библири чӑнлӑха йышӑннӑ?
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене тӳсме Грейса мӗн пулӑшнӑ?
Вӑл хӑйӗн упӑшки пирки кӗлӗре мӗн каланӑ?
Упӑшкине чун-чӗререн хисеплени тата хӑйне тӗрӗс тытни Грейса мӗнле усӑ панӑ?
Чун-чӗререн хисеплени тата хамӑра тӗрӗс тытни нумай усӑ парать