Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb19 август 5 с.
  • Яшсемпе хӗрсем, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Яшсемпе хӗрсем, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшӑр
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Пионер пулса ӗҫлесе Иеговӑна мухтава кӑлар
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Пионер пулса ӗҫлени Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Кам вӑл пионер?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
mwb19 август 5 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Яшсемпе хӗрсем, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшӑр

Турӑ хавхалантарнипе Павел ҫамрӑк арҫын тӑвансене, ҫав шутрах Тита та, сирӗнтен «ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр» тенӗ (Тит 2:6, 7). Вӑл Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене «тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан» халӑх тунӑ тесе ҫырнӑ (Тит 2:14). Ҫак ырӑ ӗҫсем шутне Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар каласси тата вӗренекенсене хатӗрлесси кӗрет. Эсӗ ҫамрӑк пулсан, пионер е пулӑшакан пионер пулса вӑй хума пултаратӑн-и? (Ыт 20:29.)

Сан пионер пулас килет пулсан, ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе мӗн тумаллине палӑртса хур (Лк 14:28—30). Пионер пулса ӗҫленӗ чухне укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси ҫинчен тата пионер нормине мӗнле тӑвасси ҫинчен шухӑшла. Иеговӑна хӑвна пулӑшма ыйт (Пс 36:5). Ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫласси пирки атте-аннепе тата чылай вӑхӑт хушши пионер пулса ӗҫлекен тӑвансемпе калаҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑв палӑртса хунӑ утӑмсене ту. Эсӗ сӑваплӑ ӗҫре вӑй хунине Иегова пиллетех!

«ҪАМРӐКСЕМ ИЕГОВӐНА МУХТАВА КӐЛАРАҪҪӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Хӑш-пӗр тӑвансем пионер пулас тесе мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ? Вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

  • Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене пионер пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Мӗншӗн ырӑ хыпар сармалли график тумалла?

  • Пухури тӑвансем пионерсене мӗнле пулӑшма тата хавхалантарма пултараҫҫӗ?

  • Иегова пионерсене мӗнле пиллет?

Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ашшӗпе пионер пулса ӗҫлесси пирки калаҫать; пионер пулса ӗҫлекен ҫамрӑк арҫын тӑван ырӑ хыпар сармалли график тӑвать; пионер пулса ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑванпа ырӑ хыпар сарать; пионер пулса ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренет

Пионер пулса тӑрас тесен манӑн мӗн тумалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр