ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑв тӗллӗн Библи вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесе тӑрӑш
МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Хамӑр тӗллӗн Библи тӗпченине пула эпир чӑнлӑхӑн «сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе» ҫитетпӗр (Эф 3:18, 19). Унсӑр пуҫне, тӗпчени пире ҫак усал тӗнчере таса, айӑпсӑр пулма тата «пурӑнӑҫ сӑмахне» ҫирӗп тытса пурӑнма пулӑшӗ (Фп 2:15, 16). Хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне эпир хамӑра интереслентерекен ыйтусене тӗпчеме пултаратпӑр. Библи вулани тата вӗренни ытларах усӑ патӑр тесе мӗн тума пулать?
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Тӗпчемелли Библи (пичетленӗ е электронлӑ) ҫинче сӑвӑ йӗркисене палӑртса шухӑшсене ҫырса хур.
Библи вуланӑ чухне хӑвна ҫапла ыйтусем пар: кам? мӗн? хӑҫан? ӑҫта? мӗншӗн? мӗнле?
Мӗнпур хатӗрсемпе усӑ курса тӗпче. Темӑпа е сӑвӑ йӗркисемпе ҫыхӑннӑ информацие шыра.
Вуланипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли пирки шухӑшла.
Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кур (Лк 6:47, 48).
«ТУРӐ СӐМАХНЕ ҪИРӖП ТЫТСА ТӐМАШКӐН ӐНА ТӐРӐШСА ТӖПЧӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Тӑвансем хӑйсем тӗллӗн Библи вӗренни ҫинчен мӗн калаҫҫӗ?
Мӗншӗн Библи тӗпчеме ларсан кашнинчех малтан кӗлтумалла?
Библири сӑвӑ йӗркисене лайӑхрах ӑнланас тесен мӗн тумалла?
Тӗпчемелли Библи ҫинче мӗн ҫырса хума пулать?
Мӗншӗн мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла?
Мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курмалла?
«Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! Кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп» (Пс 118:97)