ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Хӑвӑршӑн ҫеҫ ан тӑрӑшӑр тата ан тарӑхӑр
ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ (Ин 13:34, 35). Ҫакӑн пек юрату кӑтартас тесен пирӗн хамӑршӑн ҫеҫ тӑрӑшмалла мар тата вӗчӗхсе, е тарӑхса, ҫӳремелле мар (1Кр 13:5).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Сире кам та пулин сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерчӗ пулсан, чарӑнса тӑрӑр та ҫакӑ мӗншӗн пулса тухни ҫинчен тата час ҫилленни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Ыт 19:11)
Асра тытӑр: эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр. Хушӑран сӑмахпа е ӗҫпе кама та пулин кӳрентеретпӗр, кайран вара ҫавӑншӑн кулянма та пултаратпӑр
Хирӗҫӳсене тӳрех татса парӑр
«„ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТӐР“. ХӐВӐРШӐН ҪЕҪ АН ТӐРӐШӐР ТАТА АН ВӖЧӖХӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Том пуху хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑнма ыйтсан, Ларри хӑйне мӗнле тытать?
Тома хӑйне алра тытма мӗн пулӑшнӑ?
Том йӑвашшӑн хуравлани мӗнле усӑ панӑ?
Пире мӗн те пулин килӗшмен чухне хамӑра лӑпкӑ тытни пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?