ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иисус санӑн тӑванушӑн та вилнӗ
Иисус ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн вилнӗ (Рм 5:8). Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панипе пире юратнине кӑтартнӑ. Паллах, эпир пурте ҫакна хаклатпӑр. Анчах вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑра ҫакна аса илтерсе тӑмалла: Христос ытти тӑвансемшӗн те вилнӗ. Мӗнле эпир хамӑр тӑвансене, вӗсем йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ пулсан та, Иисус пекех юратма пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн тӗрлӗ тӑвансемпе хутшӑнмалла тата туслашмалла (Рм 15:7; 2Кр 6:12, 13). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн ыттисене хурлантаракан сӑмахсем каласран тата кӳрентерекен ӗҫсем тӑвасран асӑрханмалла (Рм 14:13—15). Юлашкинчен, сире кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, хӑвӑртрах каҫарма тӑрӑшӑр (Лк 17:3, 4; 23:34). Ҫак виҫӗ енчен эпир Иисус пек пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова пирӗн пухӑва пиллесе тӑрӗ, вара пухура мирпе пӗрлӗх пулӗ.
«ӐНЛАНМА ПӖЛНИ ПИРЕ ИЛЕМЛӖРЕХ ТӐВАТЬ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Мики малтан хӑйӗн ҫӗнӗ пухӑвӗ пирки мӗн шутланӑ?
Мӗншӗн вӑл пуху ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ?
Иисусӑн тӗслӗхӗ ӑна пуху ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшнӑ? (Мк 14:38)
Ытарӑшсем 19:11 пухури тӑвансенче лайӑххине курма мӗнле пулӑшать?