ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛУКА 12, 13
«Эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ»
Лука 12:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене каличчен Иисус мӗн ҫинчен каланӑ? 4-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хирӗҫ тӑракансенчен, вӗлерме пултаракансенчен те, ан хӑрӑр тенине вулама пултаратпӑр. Хӑйӗн вӗренекенӗсем хирӗҫ тӑрассипе тӗл пуласса Иисус пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӗсене хатӗрленӗ. Вӑл вӗсене Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне хаклать тата никама та вӗсене тӳрленми сиен кӳме памасть тесе шантарса каланӑ.
Эпир Иеговӑран тӗслӗх илсе хӗсӗрленипе тӗл пулакан тӑвансемшӗн мӗнле тӑрӑшма пултаратпӑр?
Турра ӗненнӗшӗн тӗрмере ларакан Иегова Свидетелӗсем ҫинчен юлашки информацие ӑҫта тупма пулать?
Хальхи вӑхӑтра мӗн чухлӗ тӑван тӗрмере ларать?