ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАРК 13, 14
Ҫынсенчен хӑраса ан ӳкӗр
Мӗншӗн ҫивӗч лару-тӑрура апостолсем хӑраса ӳкнӗ?
Вӗсем хӑйсем ҫине ытлашши шаннӑ. Петр вара ытти апостолсенчен те хытӑрах Иисуса парӑнса пурӑнатӑп тесе шутланӑ
Вӗсем сыхӑ тӑман тата кӗлтуман
Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн ӳкӗннӗ апостолсене ҫынсенчен хӑрамасӑр тӑма тата хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарма мӗн пулӑшнӑ?
Вӗсем Иисус асӑрхаттарса каланине тимленӗ, ҫавӑнпа хӗсӗрленине хатӗр пулнӑ
Вӗсем Иеговӑна шаннӑ тата ӑна кӗлтунӑ (Ап ӗҫ 4:24, 29)
Мӗнле лару-тӑрусенче пире хӑюлӑх кирлӗ?