ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хамӑрӑн хатӗрсемпе ӑста усӑ куратпӑр
Вӗренекенсене хатӗрленине ҫурт тунипе танлаштарма пулать. Ҫурта лайӑх туса лартас тесен хатӗрсемпе лайӑх усӑ курма вӗренмелле. Пирӗн тӗп хатӗр вӑл — Библи, унпа вара эпир ӑста усӑ курасшӑн (2Тм 2:15). Ҫавӑн пекех опытлӑ хыпарҫӑн ытти хатӗрсем те пур: плансем, уйрӑм статьясем тата видеороликсем. Сирӗн вара ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем пур-и? Эсир вӗсемпе ӑста усӑ курма вӗреннӗ-и?
Хатӗрсемпе лайӑхрах усӑ курма вӗренес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? 1) Хӑвӑр ушкӑнӑн надзирателӗнчен пулӑшу ыйтӑр. 2) Опытлӑ хыпарҫӑсемпе тата пионерсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарӑр. 3) Хатӗрсемпе усӑ курсах тӑрӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир плансемпе, уйрӑм статьясемпе тата видеороликсемпе ӑста усӑ курма вӗренсе ҫитетӗр. Унсӑр пуҫне сӑнарлӑ ҫурт тӑвас ӗҫ сире нумай савӑнӑҫ парӗ.
Манӑн мӗнле хатӗрсем пур тата мӗнле урӑх хатӗрсемпе эпӗ усӑ курма пултаратӑп?
Мӗнле лару-тӑрусенче эпӗ кашни хатӗрпе усӑ курма пултаратӑп?
Опытлӑ хыпарҫӑсенчен эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?