ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Вӗренекенсене хатӗрлес тесен ырӑ хыпара пӗлтермелле тата вӗрентмелле
Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене кайӑр та вӗренекенсене хатӗрлӗр тесе хушнӑ (Мф 28:19). Ҫак ӗҫе тӑвас тесен вара ырӑ хыпара пӗлтермелле тата вӗрентмелле. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Ӑста хыпарҫӑ тата вӗрентекен пулас тесен манӑн хӑш енчен лайӑхланмалла?»
ЫРӐ ХЫПАРА ПӖЛТЕРНИ
Эпир ҫынсем пирӗн пата килессе кӗтсе лармастпӑр, эпир хамӑр «тивӗҫлӗ» ҫынсене шыраса тупма тӑрӑшатпӑр (Мф 10:11). Май пулсан, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе калаҫатпӑр-и? (Ап ӗҫ 17:17.) Павел апостол тӗл пулакан ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтерме тӑрӑшнине пула Лидия христианка пулса тӑнӑ (Ап ӗҫ 16:13—15).
«Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар» (Ек 11:6)
«„ЧАРӐНМАСӐР“ ЫРӐ ХЫПАР САРӐР. МАЙЛӐ САМАНТПА УСӐ КУРСА ТАТА КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРӐР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Самьюэл кашни кун чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене акма тӑрӑшни мӗнрен курӑнать?
Мӗншӗн йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та ырӑ хыпара пӗлтерме чарӑнмалла мар?
Кашни кун тӗл пулакан ҫынсенчен кама эсир ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑр?
ВӖРЕНТНИ
Ҫын Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑтӑр тесен ӑна публикацисене илсе килсе пани ҫителӗксӗр. Вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тутӑр тесен ун патне темиҫе хут каймалла тата унпа Библи вӗренме пуҫламалла (1Кр 3:6—9). Анчах эпир вӑй хуни нимӗнле усӑ та памасть пулсан мӗн тумалла? (Мф 13:19—22.) Камӑн чӗри «лайӑх ҫӗр» пек, ҫавсене шырама тӑрӑшмалла (Мф 13:23; Ап ӗҫ 13:48).
«Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ» (1Кр 3:6)
«„ЧАРӐНМАСӐР“ ЫРӐ ХЫПАР САРӐР. ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Мӗншӗн ҫынсен чӗрине акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене «шӑвармалла»?
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗнле тӗллеве асра тытмалла?
Ҫынсене вӗрентес ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулас тесе мӗн тума пулать?