Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb17 декабрь 5 с.
  • Эрне варринче иртекен тӗлпулӑва кӗртнӗ ҫӗнӗлӗх

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эрне варринче иртекен тӗлпулӑва кӗртнӗ ҫӗнӗлӗх
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Патша Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗрет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • А7-Е. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем. Иисус Иерусалимпа унӑн таврашӗнче. Сӑваплӑ ӗҫӗн юлашки кунӗсем (1-мӗш пайӗ)
    Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • Эсир «аминь» тени Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
mwb17 декабрь 5 с.
«Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» вӗренмелли онлайн-кӑларӑмра Матфей ҫырнӑ Евангели

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эрне варринче иртекен тӗлпулӑва кӗртнӗ ҫӗнӗлӗх

2018 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа эрне варринче иртекен тӗлпулура «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» (nwtsty) вӗренмелли кӑларӑмӗнчен илнӗ тӗпчемелли материала, ӳкерчӗксене тата видеосене сӳтсе явма пуҫлӗҫ. Ҫак кӑларӑма интернетра тупма пулать, анчах вӑл сирӗн чӗлхепе пулмасан та пултарать. Паллах, ҫак ҫӗнӗлӗхе пула пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме интереслӗрех пулӗ. Унтан та ытларах, вӑл сире юратакан Аттепе, Иеговӑпа, ҫывӑхрах пулма пулӑшӗ!

ТӖПЧЕМЕЛЛИ МАТЕРИАЛ

Ҫакӑнта Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнланма пулӑшакан культура, географи тата лингвистика уйрӑмлӑхӗсене илсе панӑ.

Матфей 12:20

Йӑсӑрланакан хӑю: Килте усӑ куракан лампа олива ҫӑвӗпе тултарнӑ пӗчӗк тӑм савӑт пек пулнӑ. Ҫу йӗтӗн хӑю тӑрӑх хӑпарса ҫуннӑ. «Йӑсӑрланакан хӑю» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗсем сӳннӗ е сӳнес патнех ҫитнӗ хӑюран тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнине пӗлтереҫҫӗ пулас. Исаия 42:3-мӗшӗнче Иисус хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӗ тесе, вӑл нихӑҫан та хуйха ӳкнӗ ҫынсен чӗринчи шанчӑка сӳнме памӗ тесе каланӑ пулнӑ.

Матфей 26:13

Чӑн: «Аминь» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ — еврей чӗлхинчи «амен» текен сӑмаха грек саспаллисемпе ҫырнӑ сӑмах. Ҫак сӑмах «ҫапла пултӑр; чӑн» тенине пӗлтерет. Иисус час-часах ҫак сӑмаха пӗр-пӗр факта, сӑмах панине е пророкла каланине калас умӗн каланӑ. Ҫакна вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем тӗп-тӗрӗс тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине палӑртас тесе тунӑ. Ҫак сӑмахпа Иисус усӑ курнӑ пек тата кам та пулин усӑ курнӑ тесе Библире те, ытти тӗн кӗнекисенче те нимӗн те каламан. Иоанн ҫырнӑ Евангелире Иисус хӑш-пӗр чухне «аминь» сӑмаха икӗ хутчен каланине курма пулать, ҫакӑн пек вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем чӑн пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Ин 1:51).

ӲКЕРЧӖКСЕМПЕ ВИДЕОСЕМ

Фотографисем, ӳкерчӗксем тата сасӑсӑр видеороликсем Библире мӗн ҫырса панине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшаҫҫӗ.

Виффаги, Елеон тӑвӗ тата Иерусалим

Ҫак кӗске видеоролик пире Иерусалима каякан ҫула куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать. Ҫак ҫул хӗвелтухӑҫ енчен, хальхи Эт-Тура ялӗнчен (хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, вӑл Библире асӑннӑ Виффаги), пуҫланать те Елеон тӑвӗн тӑррисенчен пӗри ҫинче вӗҫленет. Виффагирен хӗвелтухӑҫ еннелле, Елеон тӑвӗн хӗвелтухӑҫ тӑвайккинче, Вифани вырнаҫнӑ. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалима кайнӑ чухне час-часах унта ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Паян Вифани вырӑнӗнче пысӑках мар ял — Эль-Азарие (Эль-Эйзари) — ларать, ҫакӑ араб чӗлхинчен куҫарсан «Лазарӗн вырӑнӗ» тенине пӗлтерет. Иисус Марфӑпа Марийӑн тата Лазарӗн килӗнче чарӑннӑ пулмалла (Мф 21:17; Мк 11:11; Лк 21:37; Ин 11:1). Вӑл вӗсен патӗнчен Иерусалима кайнӑ чухне видеороликра кӑтартнӑ ҫулпа пыма пултарнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 9-мӗшӗнче Иисус ашак ҫине ларса Иерусалима Елеон тӑвӗ урлӑ кайнӑ чухне, тен, шӑп Виффагирен тухнӑ пулмалла.

Вифанирен Иерусалима каякан ҫул; тен, унпа Иисус ҫӳренӗ
  1. Вифанирен Виффагие каякан ҫул

  2. Виффаги

  3. Елеон тӑвӗ

  4. Кедрон айлӑмӗ

  5. Храм ларнӑ ту

Ура кӗллин шӑмминче пӑта

Ҫыннӑн ура кӗллин шӑмминче пӑта

1968 ҫулта археологсем Иерусалимӑн ҫурҫӗр енче ҫыннӑн ура кӗллин шӑммине тупнӑ, унӑн ӑшӗнче 11,5 сантиметрлӑ тимӗр пӑта пулнӑ. Ученӑйсем ун пирки Рим империйӗнче пурӑннӑ ҫыннӑн тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав шӑмӑпа пӑтан копине фотографи ҫинче курма пулать. Ҫак тупнӑ япаласем ҫынна йывӑҫ юпа ҫине пӑталаса вӗлерме пултарнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Рим салтакӗсем Иисус Христоса юпа ҫине пӑталанӑ чухне те ҫакӑн пек пӑтасемпе усӑ курнӑ пулмалла. Шӑмӑпа пӑтана оссуарире тупнӑ (оссуари вӑл — чулран тунӑ ещӗк, унта ҫӗрсе пӗтнӗ ҫын виллин шӑммисене хунӑ пулнӑ). Ҫакӑ юпа ҫине пӑталанӑ ҫынсене каярахпа пытарма пултарнине кӑтартса парать (Мф 27:35).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр