Октябрӗн 16—22
ОСИЯ 1—7
108-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Иеговӑна чунтан парӑнса юратнине кӑтартма килӗшет. Сире вара?» (10 мин.)
[«Осия кӗнекипе паллаштарни» видеоролик кӑтарт.]
Ос 6:4, 5. Израильтянсем чунтан парӑнса юратма пӑрахни Иеговӑна хурлантарнӑ (w10 8/15 24—25 с., 18 абз.)
Ос 6:6. Эпир чунтан парӑнса юратнине кӑтартни Иеговӑна килӗшет (w07-U 9/15 16 с., 8 абз.; w07-U 6/15 27 с., 7 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Ос 1:7. Иегова хӑҫан «Иуда килне» хӗрхенсе ҫӑлса хӑварнӑ? (w07-U 9/15 14 с., 7 абз.)
Ос 2:18. Ҫак пророкла сӑмахсем авалхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланнӑ тата пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫланӗҫ? (w05-U 11/15 20 с., 16 абз.; g05-U 9/8 12 с., 2 абз.)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Ос 7:1—16
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): 1Ин 5:3 «Чӑнлӑха вӗрентӗр»
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): Сак аст 30:11—14; Ис 48:17, 18 «Чӑнлӑха вӗрентӗр»
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Иеговӑна юратӑр» темӑна сӳтсе яв. Вӗренекенӗн чӗрине мӗнле хускатмаллине кӑтарт.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
100-мӗш юрӑ
Пухӑва мӗн кирлине шута илни (15 мин.). Доклад. Старейшина туса парать. Пилӗк минут хушшинче «Ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентӗр» брошюрӑри (bw564) 14-мӗш страницӑри шухӑшсене каласа тух. Унтан Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне мӗншӗн малалла та укҫапа пулӑшса тӑмаллине тата ҫакна вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе мӗнле тумаллине ӑнлантарса пар.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 20 сып., 1—6 абз., «Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш хут анлӑн пулӑшу пани», «Инкеке хатӗрленесси» тата «Инкек сиксе тухсан» рамкӑсем
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
107-мӗш юрӑ тата кӗлӗ