ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑҫан эпӗ каллех пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑп?
Иезекииль храм ҫинчен курнӑ курӑнура Иеговӑн халӑхӗ ирӗккӗн паракан парнесем илсе пырассине кӑтартнӑ. Мӗнле майпа пирӗнтен кашни Турра «мухтав парни» кӳрсе тӑма пултарать? (Евр 13:15, 16.)
Ҫавна тумалли майсенчен пӗри вӑл — пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесси. 2018 ҫулхи хӑш-пӗр уйӑхсенче пилӗк шӑматкун е пилӗк вырсарникун пулать. Кам тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫлет тата ырӑ хыпара ытларах канмалли кунсенче сарать, ҫавсемшӗн ҫакӑ питӗ пысӑк пулӑшу пулать. Унсӑр пуҫне мартра, апрельте тата пухӑва район надзирателӗ килекен уйӑхсенче кам пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес тет, ҫавсем ырӑ хыпара миҫе сехет сарассине — 30 е 50 сехет сарассине — суйласа илме пултараҫҫӗ.
Анчах эпир пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараймастпӑр пулсан, мӗн тума пулать? Эпир ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлатма тата ҫак ӗҫе май килнӗ таран нумайрах хутшӑнма пултаратпӑр. Пирӗн лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та, Иеговӑна юратни пире 2018 ҫулта ӑна чи лайӑххине пама хавхалантартӑр! (Ос 14:3.)
Сабинӑран тӗслӗх илсе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?
«ЭПӖ ИЕГОВӐПА ПУРНЕ ТЕ ТУМА ПУЛТАРАТӐП ТЕМЕ ПУЛАТЬ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Сабинӑна Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлеме мӗн хавхалантарнӑ?
Сабинӑн тӗслӗхӗ сире мӗн тума хавхалантарать?
2018 сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче эсир хӑш уйӑхсенче (уйӑхра) пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесшӗн?