ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕЗЕКИИЛЬ 32—34
Хуралҫӑн пысӑк яваплӑх пур
Авалхи вӑхӑтра хуралҫӑ хулара пурӑнакансене хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарас тесе хула хӳми ҫинче е хурал башни ҫинче тӑнӑ. Иегова Иезекииле «Израиль килӗн хуралҫи» пек пулма лартнӑ.
33:7
Иезекииль израильтянсене хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен пӑрӑнмасассӑн сире наказани кӗтет тесе асӑрхаттарнӑ
Иегова пире хальхи вӑхӑтра мӗнле хыпар пӗлтерме хушнӑ?
33:9, 14—16
Ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарса Иезекииль хӑйӗн тата ытти ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарнӑ
Иегова шанса панӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр тума пире мӗн хавхалантарса тӑмалла?