ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 10—17 ПСАЛОМСЕМ
Иеговӑн ҫуртӗнче кам тӑма пултарайӗ?
Ҫын Иеговӑн ҫуртӗнче тӑни — вӑл унӑн тусӗ пулнине, ӑна шанса тӑнине тата итлесе пурӑннине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн тусӗсенчен мӗн кӗтнине 14-мӗш Псаломра курма пулать.
ИЕГОВӐН ҪУРТӖНЧЕ ТӐРАКАНӐН МӖНЛЕ ПУЛМАЛЛА:
айӑпсӑр ҫӳремелле
хӑйӗн ӑшӗнче те чӑннине каламалла
Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсене хисеплемелле
йывӑр пулсан та, хӑйӗн сӑмахне тытмалла
ырӑпа тавӑрасса кӗтмесӗр, пулӑшу кирлисене пулӑшмалла
ИЕГОВӐН ҪУРТӖНЧЕ ТӐРАКАНӐН МӖНЛЕ ПУЛМАЛЛА МАР:
элеклекен пулмалла мар, суя сӑмах сармалла мар
ҫывӑх ҫыннине усал тумалла мар
пухури тӑвансен шучӗпе пуйма хӑтланмалла мар
Иеговӑна ӗҫлесе тӑман тата ӑна итлесе пурӑнман ҫынсемпе туслашмалла мар
сӗрев илмелле мар