Ыйтусен рамки
◼ Ҫынпа Библи вӗренме пӑрахни хӑҫан тӗрӗс пулать?
Енчен те ҫын чӑнлӑхра ӳсӗмсем тумасть пулсан, унпа Библи вӗренме пӑрахасси пирки ӑна сӑпайлӑн калама пулать (Матф. 10:11). Шухӑшласа пӑх: Библи вӗренӗвӗ тӑтӑшах иртмест пулсан, ҫавӑншӑн вӗренекен айӑплӑ-и? Вӑл вӗренӗве хатӗрленет-и? Пухусене ҫӳрет-и? Хӑй мӗн пӗлсе пынине ыттисене каласа парать-и? Библири принципсене пӗлсе пынӑ май хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тӑвать-и? Паллах, пурте пӗр пек ӳсӗмсем тумаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫын миҫе ҫулта пулнинчен тата унӑн пултарулӑхӗсенчен килет. Ҫапах та эсӗ ҫынпа Библи вӗренме пӑрахма шут тытрӑн пулсан, вӑл каярахпа вӗренме кӑмӑл тусанах эсӗ унпа каллех Библи вӗренӗвӗ ирттерме хатӗр пулни ҫинчен кала (1 Тим. 2:4).