Куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнӑр
Иерусалим хулине хупӑрласа иличчен тата ӑна тӗп тӑвиччен кӑшт маларах Павел апостол христиансен — «Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫыннисен» — йывӑрлӑхсем пулассине кӗтмелле тенӗ тата чаплӑрах пурӑнасси малти вырӑнта пулмалла мар тесе ҫырнӑ (2 Тим. 2:3, 4). Ҫак йӗркесӗр тӗнчене кӗҫех инкек пырса ҫапӗ, ҫавӑнпа Турра пуҫҫапса пурӑнас тесен ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ (2 Кор. 4:18; 5:7). «Ходите верой, а не тем, что видите» фильма пӑхӑр. Пӑхнӑ май, пурлӑха юратни Нахампа Авиталӑна мӗнле пӗтерсе хунине асӑрхӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр.
1) Пӗрремӗш ӗмӗрте «сӑваплӑ вырӑнта» ларнӑ «йӗрӗх» мӗн пулнӑ тата Иерусалим хулинче пурӑннӑ христиансен вӑраха ямасӑр мӗн тумалла пулнӑ? (Матф. 24:15, 16.) 2) Хуларан тухса тарас тесен мӗншӗн ӗненӳ кирлӗ пулнӑ? 3) Христиансен мӗн-мӗн хӑварма тивнӗ? 4) Мӗншӗн Нахампа Авитала васкаман? (Матф. 24:17, 18.) 5) Иерусалимран тухса тарнӑ чух Рахиль тата мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ? (Матф. 10:34—37; Марк 10:29, 30.) 6) Иеговӑна ӗненес тата шанас тӗлӗшрен Ефан мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ? 7) Пеллӑра христиансем мӗнле йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ? 8) Нахампа Авиталӑн ӗненӗвӗ мӗнле хавшаса пынӑ? 9) Пеллӑра пурӑнакан христиансемшӗн Иегова мӗнле тӑрӑшнӑ? (Матф. 6:33; 1 Тим. 6:6—8.) 10) Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май, Авраампа Сарра пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Евр. 11:8—10.) 11) Нахампа Авитала мӗншӗн Иерусалима таврӑнма шут тытнӑ, тата ҫавӑн пек шухӑшлани мӗншӗн тӗрӗс мар пулнӑ? (Лука 21:21.) 12) Нахампа Авитала Иерусалима таврӑнсан унта мӗнле лару-тӑру пулнӑ? 13) Мӗншӗн пирӗн халех — ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес кун ҫитиччен — хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетмелле? (Лука 17:31, 32; 21:34—36.)
Ӗненнипе пурӑнни вӑл 1) Иегова ертсе пынине шаннине, 2) унӑн хушӑвӗсене пурне те тытса тӑнине тата 3) Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пурлӑхран ытларах хакланине пӗлтерет. «Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» тенине шанса тӑрса, айтӑр ӗненӳпе пурӑнма ҫирӗп шут тытар (1 Иоанн 2:17).