Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2015 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явмалла. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явнине кӑтартать, ӑна ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май тӗпчеме пулать.
Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче 1 Ҫулсеренхи 20:3-мӗшӗнче ҫырса панӑ пек, Давид тыткӑна илнӗ ҫынсемпе хӑйне чӑнах та хаяррӑн тытнӑ-и? (Нояб. 2, w05-U 2/15 27 с.)
Давида уҫӑ кӑмӑллӑ пулма мӗн хавхалантарнӑ, тата пире ун евӗрлӗ пулма мӗн пулӑшӗ? (1 Ҫулс. 22:5.) (Нояб. 9, w05-U 10/1 11 с., 7 абз.)
Давид Соломона «хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (1 Ҫулс. 28:9.) (Нояб. 16, bp104-U 30 с., 3, 7 абз.)
Соломон кӗлӗре мӗн ыйтнинчен, 2 Ҫулсеренхи 1:10-мӗшӗнче ҫырса панинчен, ун пирки мӗн пӗлме пулать, тата хамӑр мӗн ҫинчен кӗлтунине мӗншӗн асӑрхаса тӑмалла? (2 Ҫулс. 1:11, 12.) (Нояб. 23, w05-U 12/1 19 с., 6 абз.)
2 Ҫулсеренхи 6:29, 30-мӗшӗсем тӑрӑх, Иеговӑн мӗнле тӗлӗнмелле пултарулӑх пур, тата кӗлтунӑ чухне мӗншӗн ӑна чӗрене уҫса памалла? (Пс. 54:23.) (Нояб. 30, bp105-U 11 с., 7 абз.)
Мӗншӗн Аса пысӑк ҫара ҫӗнтерме пулӑшсам тесе кӗлтунӑ, тата эпир сӑнарлӑ вӑрҫа хутшӑннӑ май мӗне шанма пултаратпӑр? (2 Ҫулс. 14:11.) (Дек. 7, bw525-U 8 с., 6 абз.— 9 с., 1 абз.)
Иегова Иосафат ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхнинчен эпир Туррӑн юратӑвӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата ҫакӑ пире ыттисем ҫине мӗнле пӑхма хавхалантармалла? (2 Ҫулс. 19:3.) (Дек. 14, w03-U 7/1 17 с., 13 абз.)
«Пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр» тесе чӗнсе каланине пирӗн паян мӗншӗн тытса тӑмалла тата ҫавна мӗнле тумалла? (2 Ҫулс. 20:17.) (Дек. 21, w05-U 12/1 21 с., 2 абз.; w03-U 6/1 21 с., 15, 16 абз.)
2 Ҫулсеренхи 21:20-мӗшӗнче Иорам вилӗмӗ пирки ҫырса пани пире мӗн пирки асӑрхаттарать? (Дек. 21, w98-U 11/15 32 с., 4 абз.)
2 Ҫулсеренхи 26:5-мӗшӗ тӑрӑх, кам ҫамрӑк Озия ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ, тата паян опытлӑ христиансем ҫамрӑксем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ? (Дек. 28, bw503-U 27 с., 2 абз.)