Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2015 ҫулхи май уйӑхӗнче Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче виҫӗ класс вӗренсе тухнӑ: Грузире, Латвире тата Эстонире. Раҫҫейрен пурӗ 66 пионер пулнӑ. Ҫавӑн пекех май уйӑхӗнче урӑх чӗлхене вӗренмелли курссем ҫичӗ чӗлхепе иртнӗ: азербайджанла, кӑркӑсла, китайла, таджикла, узбекла, чиканла тата чӑвашла.
Иртнӗ ҫулта Раҫҫейре 7 024 хыпарҫӑ пуху ҫумне ҫирӗплетмен территорисенче ырӑ хыпар сарнине пула нумай ҫын ҫак хыпара илтнӗ. 2 163 ҫын Библи вӗренме пуҫланӑ, ҫынсем патне 30 779 хут тепре кайнӑ, 5 174 кӗнеке тата 333 777 брошюрӑпа буклет салатнӑ. Ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерме тӑрӑшакансене Иегова пилленине курма пире питӗ кӑмӑллӑ (Ап. ӗҫ. 20:24).