Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2015 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явмалла.
Турӑшӑн хастарлӑн та чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни питӗ кирлине 4 Патшасен 13:18, 19-мӗш сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Сент. 7, w10 4/15 29 с., 11 абз.)
Иона пророк пулса ӗҫленӗ чухне Израильте патшара кам ларнӑ пулнӑ тата, 4 Патшасен 14:23—25-мӗшӗсенче ҫырнӑ тӑрӑх, Иона Турӑшӑн мӗнле ӗҫлени пирки мӗн калама пулать? (Сент. 7, ia 109 с., 4 абз.)
Исаия пророк урлӑ каланӑ Туррӑн Сӑмахне йышӑнманнине Ахаз мӗнле кӑтартнӑ, тата кирлӗ йышӑну тунӑ чухне эпир хамӑра мӗнле ыйту пама пултаратпӑр? (4 Патш. 16:7.) (Сент. 14, w13 11/15 16 с., 5 абз.)
Мӗнле майпа паян та Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем Рабсак усӑ курнӑ мелсемпех усӑ кураҫҫӗ, тата хирӗҫ тӑракансен чеелӗхӗсенчен пӑрӑнма христиансене мӗнле паха ен пулӑшать? (4 Патш. 18:22, 25.) (Сент. 14, w10-U 7/15 13 с., 3, 4 абз.)
Иосия пек хамӑра кӗҫӗне хуни пире Библи вуланӑ тата вӗреннӗ чухне мӗнле майпа усӑ илме пулӑшать? (4 Патш. 22:19, 20.) (Сент. 21, w00-U 3/1 30 с., 2 абз.)
4 Патшасен 25:27—30-мӗшӗсенче асӑннӑ икӗ патша чӑннипех пурӑннине археологсем тупнӑ япаласем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (Сент. 28, bp123-U 5 с., 2, 3 абз.)
Иабец Иеговӑран кӗлӗре мӗнле виҫӗ япала ҫинчен ыйтнӑ тата ҫакӑ пире кӗлӗ пирки мӗне вӗрентет? (1 Ҫулс. 4:9, 10.) (Окт. 5, bp103-U 23 с.)
1 Ҫулсеренхи 5:18—22-мӗшӗсенче ҫырса панӑ ҫӗнтерӳ пире малалла та сӑнарлӑ вӑрҫӑра хӑюллӑн кӗрешме мӗнле майпа хавхалантарма пултарать? (Окт. 12, w05-U 10/1 9 с., 7 абз.)
Юн сӑваплӑ пулнине ӑнланса илме Давида мӗн пулӑшнӑ тата унӑн тӗслӗхӗ пире мӗн тума хавхалантарать? (1 Ҫулс. 11:17—19.) (Окт. 19, w12 11/15 6—7 с., 12—14 абз.)
Давид саккун е килӗшӳ арчине Иерусалима куҫарма хӑтланнӑ чухне мӗн шута илмен, тата эпир ҫакӑнтан мӗнле питӗ кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр? (1 Ҫулс. 15:13.) (Окт. 26, w03-U 5/1 10–11 с., 11—13 абз.)