Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2015 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явмалла.
Соломон кӗллинче ӗненӗве ҫирӗплетекен, Иегова Турӑ ҫинчен калакан мӗнле чӑнлӑхсем ҫинчен ҫырса панӑ тата ҫак чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать? (3 Патш. 8:22—24, 28.) (Июлӗн 6, w05-U 7/1 30 с., 3 абз.)
Турӑ умӗнче «таса чӗрепе» ҫӳренӗ Давидӑн тӗслӗхӗ мӗнле майпа пире те ҫапла тума хавхалантарать? (3 Патш. 9:4.) (Июлӗн 13, w12 11/15 8 с., 18, 19 абз.)
Иегова Илияна Сарептӑри тӑлӑх арӑм патне яни пирки каласа панинчен эпир мӗнле питӗ кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр? (3 Патш. 17:8—14.) (Июлӗн 27, bw543-U 14 с.)
3 Патшасен 17:10—16-мӗшӗсенче ҫырса панӑ тӗслӗх ҫинчен шухӑшлани мӗнле майпа пире малалла та Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑма пулӑшать? (Июлӗн 27, bw543-U 13—15 с.)
Илия хуйха ӳкнине мӗнле ҫӗнтернинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (3 Патш. 19:4.) (Авг. 3, ia 102 с., 10—12 абз.; w14 3/15 11 с., 15, 16 абз.)
Хӑйӗн шанчӑклӑ пророкӗ епле хуйхӑрнине пӗлӗтрен курсан Иегова мӗн туйнӑ тата хамӑрӑн юратакан Турӑ пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? (3 Патш. 19:7, 8.) (Авг. 3, w14 6/15 19 с., 15, 16 абз.)
Ахав патшан мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсем пулнӑ тата паян христиансем ҫавнашкал йӑнӑш тӑвас мар тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? (Авг. 10, lv 164—165 с., рамка; bp143-U 14 с., 3, 4 абз.)
Елисей Илияран мӗн ыйтнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр, тата сӑваплӑ ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсем илтӗмӗр пулсан, ҫакӑ пире мӗнле пулӑшма пултарать? (4 Патш. 2:9, 10.) (Авг. 17, w03-U 11/1 31 с., 5, 6 абз.)
4 Патшасен 5:1—3-мӗшӗсенче ҫырса панӑ хӑюллӑ та ҫирӗп ӗненӳ кӑтартнӑ хӗрачаран ҫамрӑксем мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ? (Авг. 24, w12 2/15 14 с., 11 абз.)
Ииуй епле паха енсем кӑтартнӑ тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ҫак пӗтес вӑхӑтра унран мӗнле тӗслӗх илмелле? (4 Патш. 10:16.) (Авг. 31, bw516-U 5 с., 4 абз.)