Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Май тата июнь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?», «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?», «Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?», «Ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлӗ?», «Ҫак тӗнче кам аллинче?», «Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?», «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» буклетсем. Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Июль тата август: 32 страницӑллӑ ҫак брошюрӑсем: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?», «Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать». Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Сентябрь тата октябрь: ҫав уйӑхри брошюра.
◼ «Тулли пионер» термина «пионер» сӑмахпа улӑштарнӑ.
◼ Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан инкексене хатӗр пулмалли пирки тата ҫавӑн чухне мӗн тумалли пирки 2012 ҫулхи январӗн 6-мӗшӗнче ярса панӑ ҫырури вырӑнлӑ шухӑшсене старейшинӑсен пухупа пӗрле кашни ҫул пӑхса тухмалли ҫинчен аса илтеретпӗр.